Пур хыпар та
Юбилей
16 Кӑрлач , 11:00

Халăхăн йăла-йĕрке еткерĕпе çитĕннĕ çын тăван халăх культуришĕн чунне пама хатĕр

Иртнĕ çул вĕçĕнче Çтерлĕ хулинчи «Эреш» фольклорпа эстрада студийĕн пултаруллă режиссерĕ Нина Кобцева 65 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Халăхăн йăла-йĕрке еткерĕпе çитĕннĕ çын тăван халăх культуришĕн чунне пама хатĕр
Халăхăн йăла-йĕрке еткерĕпе çитĕннĕ çын тăван халăх культуришĕн чунне пама хатĕр

Нина Ефимовна Авăркас районĕнчи Толбазă ялĕнче 1959 çулхи декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ефим Сергеевичпа Анисия Михайловна Прокопьевсен çемйинче иккĕмĕш ача пулса çут тĕнчене килнĕ. Çемьере унсăр пуçне Демьян пиччĕшĕ, Юрий тата Владимир шăллĕсем ÿснĕ. Хĕр ача шкулта вĕреннĕ çулсенче спортпа, ташăпа кăсăкланнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Челябинск хулинчи культура институчĕн театр факультетне вĕренме кĕнĕ. 1981 çулта ăна вĕренсе пĕтерсе Пушкăртстанри культура техникумне театр дисциплинисен преподавателĕ пулса ĕçе вырнаçнă. Унтанпа 4 теçетке ытла çул иртнĕ. Пултаруллă та пысăк культурăллă вĕрентекен юратнă ĕçĕнче паянхи кунччен те вăй хурать.
Тĕп ĕçĕсĕр пуçне Нина Ефимовна общество пурнăçне те хастар хутшăнать, хула тата республика шайĕнчи театр представленийĕсем лартать. Спектакльсен тĕп тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата кăмăл-сипет воспитанийĕ парасси. Н.Е. Кобцева – питĕ пултаруллă та хастар пулнипе уйрăлса тăрать. Унăн пуçарăвĕпе вăтăр ытла мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Çав шутра: «Сурхури» (2023 ç), «Юпа» (2013 ç), «Саркил» (2011 ç), «Шежере» (2010 ç) театрализациленĕ представленисем, телевидени валли хатĕрленĕ «Ят хурасси» (2010 ç) йăла-йĕрке, «Пушкăртстанри халăхсен чĕрĕ аваллăхĕ» республика фестивалĕ (2018 ç), «Пушкăртстанри чăвашсен кĕске энциклопедийĕпе паллаштарасси» (2015 ç), «Чăваш тĕррин республикăри пĕрремĕш уявĕ» (2022 ç) тата ытти те.
Йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ, професси пĕлĕвĕпе ĕç опычĕ пурри Нина Кобцевана «Эреш» фольклорпа театр студине ăнăçлă ертсе пыма май парать. Асăннă студие 2010 çулта йĕркеленĕ. Унтан хăйпултаруллă артистсен виçĕ ушкăнĕ вĕренсе тухнă. Çавна май хулари чăваш пултарулăх ушкăнĕсен ăсталăхпа культура шайĕ те самаях ÿснине палăртмалла. Ушкăн пайташĕсем студире ăсталăхĕсене туптанă хыççăн тĕрлĕ меропритисен ертÿçисем, пултарулăх ушкăнĕн артисчĕсем пулса ĕçлеççĕ, хăюллăн сцена çине тухаççĕ, сценарисем çыраççĕ.
«Эреш» фольклорпа театр студийĕнче вĕреннисем тĕрлĕ конкурссене те хастар хутшăнаççĕ. 2023 çулта Ĕпхÿ хулинче иртнĕ республикăри пултарулăх ушкăнĕсен ташăпа юрă конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Н.Е. Кобцева хăй специальноçĕпе ăслăлăх ĕçĕ те çырать, çавăнпа та вăл анлă тавракурăмлă, сăнама, курнине пĕтĕмлетме пĕлет.
Чĕлхене, тăван халăх йăли-йĕркине упрас, ăна йăхран-йăха парса хăварас тесе вăл çамрăксемпе те хастар ĕçлет. ĔНТУ Çтерлĕ филиалĕнчи филологи факультечĕн чăваш тата тутар кафедрин студенчĕсемпе мастер-классем ирттерет, çамрăксене хăй пĕлнине вĕрентес тесе тăрăшать. Çав тĕллевпех вĕсемпе республика, Раççей тата тĕнче шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕсене хастар хутшăнать. Нина Ефимовна – методика пособийĕсен, икĕ монографипе Пушкăртстанри календарь уявĕсемпе паллаштаракан 30 наука статйин авторĕ. 2018-2020 çулсенче вăл Çтерлĕ хулинче культура облаçĕнчи волонтерсен юхăмне ертсе пынă. 2022 çултан пултаруллă хĕрарăм Çтерлĕ хулинчи А.Г. Николаев ячĕллĕ Хĕç-пăшаллă çарсен, ШĔМ ветеранĕсен Канашĕн членĕ шутланать. Авăркас тăрăхĕнчи Çĕньял ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Владимир Евстафьевич Ермолаева Çĕнтерÿ кунĕпе тата 100 çулхи юбилейĕпе саламланă çĕрте режиссер тивĕçне пурнăçланă. Пĕрлĕх ĕçне хастар хутшăннăшăн «Пĕтĕм Раççейри ветерансен обществăлла организацийĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.
Çавăн пекех пултаруллă хĕрарăма культура сферинче нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлтан вăй хунăшăн хула администрацийĕн, Пушкăртстан Республикипе Раççей Федерацийĕн Хисеп хучĕсемпе те пĕр хутчен çеç мар наградăланă. Çав шутра – «Культурăпа искусство сферинчи специалистсене хатĕрленĕшĕн», «Çтерлĕ хулинчи культура еткерне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн», «Наци йăли-йĕркисемпе культурине, чĕлхине аталантарас, республикăри халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетес ĕçе тÿпе хывнăшăн» тата ытти нумай-нумай пархатарлă ĕçсемшĕн чысланисем пур. Унсăр пуçне Нина Ефимовна 2016 çулта Челябинск хулинче культурăпа искусство сферинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн П.В. Сапронов ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ те пулса тăнă.
Çакна та каласа хăвармалла, чăваш хĕрарăмĕ «Ĕмĕр ĕçле, ĕмĕр вĕрен» тенĕ сăмахсене тÿрре кăларса 2016 çулта Пушкăрт патшалăх университетĕнче «Педагогика пĕлĕвĕ» специальноçа алла илсе магистр дипломĕллĕ («с отличием» тенĕ унта, – авт.) пулнă. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни, кирек епле ĕçе те тума пултарни ăна театрпа пултарулăх ĕç-хĕлне тĕрлĕ пĕрлĕхсемпе ÿсĕмри çынсене тата çамрăксене те явăçтарма, чăваш ятне-сумне çуллĕ шая çĕклеме май парать.
Надежда РОДИОНОВА.
Çтерлĕ хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: