Хĕр ача пилĕк çулта чухне амăшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă, ашшĕ иккĕмĕш хут авланнă. Ольга тăватă класс пĕтерсен ăна Толмачевка ялне ÿкей амăшĕн хĕрĕн ачине пăхма илсе кайнă. Кил хуçи колхоз ĕçĕнчен юлман пирки унта вăл килти вак-тĕвек ĕçсене те ĕçленĕ. Ашшĕ вилсен ÿкей амăшĕ уйрăлса кайнă, Ольгăна аппăшĕсем тăван килне илсе таврăннă. Тăрăшуллă та ĕçчен хĕр Ташлăкÿл ялĕнчи 7 класлă шкула Хисеп хучĕпе пĕтернĕ. Пĕлÿ илес туртăм Толбазă салинчи вăтам шкула илсе çитернĕ. Вăл вăхăтра кашни вĕреннĕ çулшăн 150 тенкĕ тÿлемелле пулнă. Аппăшĕсем мĕнле май тупнă-ши? Вăл вăхăтра колхозра ĕçлекенсене пĕр пус та тÿлемен. Толбазăри 8 класлă шкултан вĕренсе тухсан Ольга Алексеевнана Макаровка шкулне нимĕç чĕлхи вĕрентме яраççĕ. Пурăна киле çамрăк вĕрентекен филолог профессине алла илес ĕмĕтпе Çтерлĕри педагогика институтне куçăн мар мелпе вĕренме кĕрет. 1958 çулта Ольга Трофимова Тинĕскÿл ялĕнчи Николай Дмитриевпа çемье çавăрать. Çапла Тинĕскÿл кинĕ вырăнти шкула ĕçе вырнаçать. Вăл директор çумĕн тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне ачасене вырăс чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентрĕ. Унăн вĕрентÿ сферинчи ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать. Ольга Алексеевна мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ачасене пĕлÿ пачĕ. Миçе ăру вĕрентсе кăларман-ши? Паянхи кун сумлă вĕрентекене пурте ырăпа çеç асăнаççĕ, уявсенче саламлаççĕ, парнесем парнелеççĕ.
Ташлăкÿл хĕрĕпе Николай Федорович икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстерсе ура çине тăратрĕç. Шел, çемье пуçĕ 2010 çулта пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Халĕ Ольга Дмитриевана 6 мăнукпа темиçе кĕçĕн мăнук пурри савăнтарать, вăй-хал парса тăрать. Çакна та палăртса хăвармалла: Ольга хунямăшĕпе 33 çул килĕштерсе пурăнчĕ. Çакă та вăл ырă та кăмăллă çын пулнине çирĕплетет. Халĕ сумлă ватă кĕçĕн Екатерина хĕрĕпе пурăнать. Кăçал вĕсем çĕнĕ пÿрте пурăнма куçрĕç. Çĕнĕ çуртра мĕн кирли йăлтах пур: газ, çутă, шыв. Ольга Алексеевна ура çинче çирĕп тăрать, чăх-чĕп, хур-кăвакал пăхать. Çу кунĕсенче пахчара вăйĕ çитнĕ таран кăштăртатать. Пушă вăхăтра вара хаçат-журнал вулама юратать.
Тăрăшуллă та хастар хĕр 19 çултах вĕрентекен пулма хăюлăх çитернĕ. 1975 çулта вăл «СССР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» ята тивĕçнĕ. Çав çулах профсоюз обкомĕ йĕркеленĕ ăмăртусен çĕнтерÿçи пулса тăнă. 1970 çулта ăна тăрăшса ĕçленĕшĕн медаль парса чыс тунă. Тăрăшулăхне кура «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне унăн пухмачĕнче темиçе теçетке Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ упранать.
Хисеплĕ Ольга Алексеевна, умри çулу такăр пултăр, вăл çиçтĕр ялкăшса çап-çутă, сана кун-çул телей çеç кÿтĕр, пĕр такăнмасăр сывлăхпа эс ут. Сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатăп, пурнăç сукмакĕпе утса тухма çирĕп сывлăх, пархатарлă кун-çул сунатăп. Ĕмĕрÿ вăрăм пултăр, мăнукусем ватăличчен пурăн.
Антонида ПЕТРОВА хĕр тусĕ.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.