Пур хыпар та
Юбилей
18 Нарӑсӑн 2025, 11:00

Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест

Çак кунсенче, тĕрĕсрех каласан февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçачĕ 35 çулхи юбилейне паллă турĕ. Савăнăçлă мероприяти «Киндяковка» текен культура çуртĕнче çÿллĕ шайра иртрĕ.

Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест

Кирек мĕнле уява та çĕкленÿллĕ кăмăллă та канма-савăнма пухăннă халăх илем кÿрет. Çавăнпа та çак кун виç çĕр ытла вырăнлă зал туллиех пулни хăй мĕне тăрать. Апла пулсан чĕмпĕрсем хăйсен пичет кăларăмне юратаççĕ, хаклама пĕлеççĕ. Вулаканпа редакци хушшинчи хутшăнусем те çирĕп те анлă пулни палăрать. Çакна уява уçнă май «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Мустаева та тухса калаçнă чухне çирĕплетрĕ, пĕрлĕхре вăй пулнине аса илтерчĕ.
«Канаш» хаçат ĕçченĕсене (коллектив виçĕ çынран тăрать) тата унăн вулаканĕсене саламлама самай пысăк та сумлă хăнасем килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче Ульяновск облаçĕн губернаторĕн администрацинчи национальноçсен тата конфесси хутшăнăвĕсен ĕçĕсен управлени ертÿçи Сергей Паховский, облаçри чăваш наципе культура автономин пуçлăхĕ Владимир Бабайкин, Ульяновск Хула Думин председателĕ Илья Ножечкин, регионти массăллă коммуникацисен департаменчĕн пуçлăхĕ Светлана Смагина, облаçри Законсем кăларакан Пуху депутачĕ Константин Анохин, Шупашкарти «СП – пресс» Издательство ушкăнĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Александр Вражкин, Чăваш наци конгресĕн ĕçтăвком председателĕ Любовь Николаева, Ульяновск тăрăхĕнчи тутарсен «Омет» («Ĕмĕт») хаçатăн тĕп редакторĕ Ихсан Халимов тата ыттисем пулчĕç.
Канашçăсене юбилей ячĕпе Пушкăртстан чăвашĕсен ятĕнчен «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайловпа Пелепей районĕнчи ЧНКА ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Владимир Яковлев саламларĕç. Пĕрремĕшĕ салам текстне ытларах ĕçпе çыхăнтарчĕ пулсан, Владимир Матвеевич тăван чĕлхепе культура ыйтăвĕсене хускатрĕ, кăçалхи çул вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн Константин Ивановăн 135 çулĕ пулнă май чĕмпĕрсене хăнана йыхравларĕ. Юбилейлă уяв поэтăн тăван ялĕнче, Слакпуçĕнче, май уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртмелле.
Уяв каçне, паллах, юрă-кĕвĕ ăстисем илем кÿчĕç. Аякри çула кĕскетсе Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри округĕнчен «Кукашни» халăх ансамблĕ (ертÿçисем – Алевтина Васильевапа Анастасия Петрова) килсе çитнĕ. Унсăр пуçне ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Зоя Рейтер, Екатерина Шепелева-Старикова çамрăк юрăç, вырăнти "Шанăç",«Сăрнай», "Палнай", "Илем" «Ниме» ушкăнсем пуянлатрĕç. Виçĕ сехете тăсăлнă юбилей программи питĕ те хăвăрт иртсе кайрĕ.
Сăмаха вара «Канаш» хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ Валериан Ромашкин сăмахĕсемпе вĕçлес килет.
– Хамăн 50 çулхи юбилей умĕн эпĕ интервью панăччĕ. Унта çапла калани асра юлчĕ «паян мана – аллă çул, манăн вара «Канаш» хаçат 50 çул тултарнине курасчĕ». Чăн та, вăхăт малалла чупать, чăваш кăларăмĕн 50 çулхи юбилейĕччен 15 çул çеç юлчĕ. Апла пулсан çав кун çитетех. Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмĕ. Эпĕ çакна шанатăп, – терĕ Валериан Федорович сцена çине тухса сăмах каланă май.
Эпир те «Канаш» хаçата вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Унăн кашни номерĕ паха вăрă акса ырă та пултаруллă çĕнĕ ăру çитĕнтермелле пултăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Чĕмпĕр хули.

Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Вулакан пулсан, «Канаш» вучахĕ сÿнмест
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас