Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче çуралнă Моисей Борисов çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Моисей Иванович вăрçă тата ун хыççăнхи йывăрлăхсене курса, тÿссе ÿснĕ. Ашшĕ 1941 çулта фронтра вилнĕ, амăшĕ ачисене пĕччен ура çине тăратнă. Арçын ача вырăнти çичĕ çулхи шкул хыççăн ял хуçалăх техникумне ветеринара вĕренме кĕнĕ. Эрĕнпур облаçĕнчи совхозра пĕр çул ветеринар пулса ĕçленĕ, унтан ватман çĕрсем çинче тар тăкнă. Тракторист профессине алла илсе 1956 çулччен асăннă ĕçре тăрăшнă. Шăпах çав çулхине Сименкке каччине Совет Çарне чĕнсе илнĕ. Моисей Борисов салтак тивĕçне виçĕ çул хушши Владивостокра, Лăпкă океан флочĕн тинĕс авиацинче радист пулса пурнăçланă.
60-мĕш çулсенче районти ялсенче радиоçыхăну вăйлă аталаннă. Пултаруллă радист вырăнти çыхăну узелне ĕçлеме вырнаçнă. Моисей Иванович 1975 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозра механизатор пулса тăрăшнă. Канура пулин те мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ чăваш арĕ килĕнче алă усса ларман. Вăл тата пилĕк çул хушши вырма ĕçĕсене хутшăннă.
Моисей Иванович кÿршĕри Гусаркино ялĕнче çуралса ÿснĕ Раиса Георгиевнапа 1960 çулта çирĕп çемье çавăрнă. Мăшăр Тăван çĕршыва юрăхлă ачасем çуратса ÿстернĕ: 3 хĕр тата пĕр ывăл. Канмалли кунсемпе праçниксенче Борисовсен çурчĕ хăнасемпе тулать. Кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче пилĕк мăнукĕпе тăватă кĕçĕн мăнукĕ канма юратаççĕ.
Сименкке ял хутлăхĕн пуçлăхĕ сумлă юбиляра адреслă салам çырăвне илсе çитернĕ, парне парса саламланă. Анчах Моисей Ивановичшăн чи хакли - нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунни.
Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.