Пур хыпар та
Юбилей
9 Апрелӗн 2025, 14:00

Эсир пирĕншĕн атте-анне вырăннех пулнă

Апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнче пирĕн сумлă вĕрентекенĕмĕр, çур ĕмĕре яхăн Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕн директорĕ пулса ĕçленĕ, хăй вăхăтĕнче пире географи предметне вĕрентнĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ПР халăха вĕрентес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ Александр Григорьевич Женжуров 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Пĕр кун маларах, апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче, мăшăрĕн те, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен шкулта ĕçлесе темиçе ăрăва химипе биологи предмечĕсене ăса хывма пулăшнă Лидия Тимофеевнан та, менелникĕ пулчĕ.

Эсир пирĕншĕн  атте-анне вырăннех пулнă
Эсир пирĕншĕн атте-анне вырăннех пулнă

Эпир, вĕсен вĕренекенĕсем, шкул вăхăчĕсене, вĕсем ирттернĕ географи, химипе биологи урокĕсене яланах ăшшăн аса илетпĕр. Пирĕншĕн вĕсем пĕлÿ урокĕсем çеç мар, пурнăç урокĕсем те пулнă. Эпир вĕреннĕ вăхăтра интернет çукчĕ, Александр Григорьевичпа пĕрле вара уроксенче таçти çĕршыва та, Германипе Америкăна, Болгарие, Латвипе Литвана тата ытти çĕре те, çитсе килеттĕмĕр. Темăна ăнлантарнă вăхăтрах вăл пире Тăван çĕршыва юратма та, çут çанталăка упрама та, хамăра тирпейлĕ тытма та вĕрентетчĕ. Вĕрентекенĕмĕр каланисене питĕ тимлĕн итлесе лараттăмăр. Вăрçса, сассине хăпартса калаçнине унран нихăçан та итлмен. Шкулта вĕреннĕ чухне те, аслă шкултан вĕренсе тухса вĕрентекен пулса ĕçлеме килсессĕн те.
Ертÿçĕ пултарулăхĕ пуррине, пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланине, халăх хушшинчи хисепне кура Александр Григорьевича «Хушăлка» совхоз парткомĕн секретарьне суйларĕç. Çавăн пекех вăл Хушăлка ял хутлăх администрацийĕн, Пишпÿлекри вĕрентÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса та ĕçлерĕ. Пĕр хутчен çеç мар ăна район Канашĕн депутатне те суйланă.
Экономика тĕлĕшĕнчен йывăр вăхăтра вăл ертсе пынипе шкулта хушма хуçалăх йĕркеленĕ. Александр Григорьевичăн пуçарăвĕпе Хушăлка шкулĕ Раççей шайĕпе иртекен пур конкурссене те хастар хутшăнатчĕ. Вĕрентÿпе производство бригадисем вара яланах малти вырăнсем йышăнатчĕç, йышăнатчĕç çеç мар, халĕ те йышăнаççĕ, мĕншĕн тесен ку енĕпе паянхи кун та шкулта ăнăçлă ĕçлеççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Хушăлка шкулĕнче вĕренекенсем Пĕтĕм тĕнчери Макаренко форумне хутшăнса парнеллĕ вырăн çĕнсе илнĕ.
Лидия Тимофеевна та питĕ пултаруллă вĕрентекенччĕ. Химипе биологи урокĕсенче мĕнле кăна опытсем ирттермен пуль вăл пирĕнпе пĕрле, çав вăхăтрах кăмăл-сипет воспитанийĕ те панă, ĕçе те хăнăхтарнă. Мĕн тĕрлĕ чечек, ÿсен-тăран çукчĕ-ши химипе биологи кабинетĕнче. Хăш вăхăтра лартса, пăхса ĕлкĕрнĕ-ши вăл вĕсене. Лидия Тимофеевнăн кабинетне кĕрсен хамăра пĕр те пĕр оранжерейăри пекех туяттăмăр. Тем те пурччĕ унта. Лидия Тимофеевна ертсе пынипе чечексем лартма, çулла шкул пахчинче йăрансем тума, пахча çимĕç çитĕнтерме вĕреннĕ. Ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн Л.Т. Женжурована «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» паллăпа, Хисеп хучĕсемпе, çавăн пекех «Ача амăшĕ» (2 степень), «Шанчăклăхпа юратушăн» медальсем парса чысланă.
Женжуровсем пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те ырă кăмăллă, тăрăшуллă çынсем пулса çитĕннĕ. Пиллĕкĕшĕ те аслă пĕлÿ илсе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ. Вĕсем çирĕп çемье çавăрса аслисене тăхăр мăнук парнеленĕ. Ашшĕпе амăшне тимлĕхсĕр хăвармаççĕ ачисем, май тупăнсанах тăван килне васкаççĕ, пулăшаççĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та Александр Григорьевич вăрах вăхăт хушши районти Вырăссен соборĕн председателĕ пулчĕ, халĕ тата вырăнти ветерансен канашне ертсе пырать. Çавăнпа та ăна кашни кунах таçта та çитме тивет. Мĕн çамрăклах спортпа туслă пулнăскер халĕ те пĕр спорт ăмăртăвĕнчен те тăрса юлмасть. Çавăнпа та çичĕ теçетке тултарнă тесе калаймăн ун пирки. Лидия Тимофеевна пирки те çавнах каламалла. Вăл мăшăрĕшĕн яланах шанчăклă тыл шутланать, ырă канашсемпе пулăшса, хавхалантарса пырать. Чун киленĕçĕ валли вăхăчĕ ытларах пулнипе садĕнче тем тĕрлĕ чечексем ĕрчетет, ачисемпе мăнукĕсене кĕтет. Çу кунĕсем çитсенех утарта ĕç пуçланать. Хурт-хăмăр ĕçне аслисем çеç мар, мăнукĕсем те хутшăнаççĕ. Çакă вара çăмăл ĕç мар.
Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕрсем, сирĕн ырă кăмăлăр, хăвăр ĕçĕре чунтан парăнса пурнăçлани, ачасене юратни, хисеплени нумай вĕренекене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă, эсир пирĕншĕн атте-анне вырăнне пулнă. Çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр, тулли телей сире, хисеплĕ вĕрентекенĕмĕрсем.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас