Асăннă ушкăн тахçанах куракансен юратăвне çĕнсе илнĕ, вăл хулапа районăн бренчĕ пулса тăнă тесен те йăнăш пулмĕ. Чăваш чĕлхи кунĕнче вара илемçĕсем хăйсен 30 çулхи юбилейне паллă турĕç. Çирĕм ытла çынран тăракан ансамблĕн пултарулăхĕпе паллашма, курса савăнма «Урал-Батыр» наци культурисен центрне халăх йышлă пухăнчĕ. Наци колоричĕпе пуян та хÿхĕм юрă-ташăллă программăна куракан куçĕпе хак панă май, залра ларакансем кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. Артистсен çи-пуçĕ, сцена çинче хăйсене ирĕклĕ те çÿллĕ шайра тытни, çепĕç сассисем куракансене тыткăна илчĕç.
Чăн та, ăсталăха пĕр кунра туптаймастăн. «Илемĕн» малтанхи утăмĕсем те çăмăл пулман. Пуçламăш репетицисем ятарлă вырăн пулманнипе Пелепей хулинчи медицина училищин, хулари типографин «хĕрлĕ кĕтесĕсенче», ÿнер шкулĕн акт залĕнче иртнĕ. Мĕнпур ĕçе чăваш хастарĕсем тÿлевсĕр, обществăлла пуçару шайĕнче пурнăçланă. Каярах вара, самана улшăнсан, наци культурисен центрĕнче тымар янă.
– 1990 çулхи март уйăхĕнче Пелепей районĕнче чăваш общество центрне йĕркеленĕ, каярах вăл К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш культура обществи пулса тăнă. Шăпах çав вăхăтра, 1995 çулхи февраль уйăхĕнче, «Илем» ушкăн йĕркеленнĕ хыççăн унăн хăтлавĕ «Мир» кинотеатрта иртнĕ. Ансамблĕн пĕрремĕш ертÿçи Пелепейĕнчи педагогика училищин преподавателĕ Владимир Гордеев пулнă. Ун чухне программăна ытларах автор юррисем кĕнĕ. 2006 çулта коллектив пуçласа «халăх ансамблĕ» ята хÿтĕленĕ. 2008 çулта «Илем» ушкăн пайташĕсене çĕнĕ ертÿçĕ хавхалатарма пуçланă. Вăл – правур та пултаруллă, хăйĕн ĕçне пĕлсе тăвакан Наталья Ахмадиева. Наталья Петровна ертсе пынипе репертуара ытларах чăваш халăхĕн фольклор юрри-ташши, йăли-йĕрки кĕнĕ.
Ансамблĕн хăйĕн чи сумлă пайташĕсем те пур. Вĕсем ушкăна йĕркеленĕ кунранах сцена çинчен анмаççĕ. Кунта Валентина Никитина, Алексей Ефимов, Мария Иванова, Мария Ильзотова, Лидия Мингазова, Луиза Федорова ячĕсене асăнса хăвармалла. Каярах çак йыша Алевтина Савельева, Галина Тимофеева, Ирина Иванова, Владимир Каранкин, Таисия Григорьева, Анастасия Борисова тата ыттисем хутшăннă. Вĕсем тăван чĕлхене лайăх пĕлеççĕ, чăваш культурине аталантарас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ, – паллаштарать «Илем» халăх ансамблĕн паянхи ертÿçи Нина Никитина.
Юбилейлă уяв каçне «Илем» ушкăн «Мĕн тери илемлĕ» юрăпа уçрĕ. Куракансен чун хĕлĕхĕсене тивертсе кăмăлĕсене çĕклесси шăпах çакăнтан пуçланчĕ. Çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунĕ вара тискер вăрçăн ахрăмне илсе çитерчĕ. Алексей Ефремов шăрантарнă «Аманнă салтак» юрă çар паттăрĕсене аса илтерчĕ, куçсем шывланчĕç. Çав вăхăтрах паянхи çĕршыв хÿтĕлевçисем те куç умне тухса тăчĕç.
Илемçĕсене çавра çулпа саламлама Ярмулай ялĕнчи «Рябинушка» дуэт, Слакпуçĕнчи Алена Андреевапа Алена Алексеева, Регина Карпова юрăçсем, Приютово поселокĕнчен «Калинка» кăтартуллă ташă ансамблĕ (ертÿçи – Анна Устинова) килсе çитнĕ. Пухăннă халăх вĕсене те тарават кĕтсе илчĕ, алă çупса хавхалантарчĕ.
Уявăн сумлă хăнисем шутĕнче Пелепей район администрацин культура пайĕн тĕп специалисчĕ Лилия Мазитова, Пелепей районĕнчи ЧНКА председателĕ Владимир Яковлев, «Илем» ушкăна чылай çул хушши ертсе пынă Наталья Ахмадиева (Октябрьск хули), Пушкăртстанри «Сарпике» чăваш хĕрарăмĕсен канашĕн Пелепейри уйрăмĕн ертÿçи Луиза Федорова, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов пулчĕç. Вĕсем «Илем» ансамбль хастарĕсене уяв ячĕпе саламланă май, ырлăх-сывлăх сунса Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕç, чăваш халăхĕн культура еткерне упраса хăварса аталантарма пултарнăшăн тав турĕç. Паллах, юбилей парнесемсĕр пулмарĕ.
Уяв каçне вĕçленĕ май ăна ертсе пыракан Марина Денисова сцена çине «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн директорне Людмила Джимана тухма ыйтрĕ. Людмила Григорьевна коллективăн ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе кăмăллă пулнине, унпа мăнаçланнине палăртрĕ, ансамбле чăваш халăхĕн авалхи инструментне – шăпăр – парнелерĕ.
Виçĕ теçеткеллĕ юбилей пĕрре килет. Çавăнпа та «Илем» халăх ансамблĕн ертÿçин Нина Никитинан та каламалли чылай пухăнса çитнĕ пулсан та сăмахĕ кĕске пулчĕ.
– Сирĕн умăрта эпĕ çĕре çити пуçăма таятăп. Сире сапăрлăхăрпа чăтăмлăхшăн, ăнланушăн тав тăватăп, – терĕ Нина Константиновна ансамблĕн кашни пайташне парне салатса панă май.
Юбилей каçĕ хыçа юлчĕ пулсан та «Илем» ушкăнăн малашлăх планĕсем çутă та анлă. Уншăн çĕнĕ юрă-ташă, йăла-йĕрке композицийĕсем хатĕрлесе куракана савăнтарасси тĕп вырăнта тăрать. Чи кирли вара – «Илем» еткерĕ çинче илемлĕ те тăнăç чăваш тĕнчи никĕслесси. Çакна ушкăн хастарĕсем кашниех лайăх ăнланаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей хули.