Пур хыпар та
Юбилей
11 Июнӗн 2025, 14:00

Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса…

Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ÿссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тÿр килсен те тăван ял манăçа тухмасть. 

Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса…
Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса…

Иртнĕ вырсарни кун, июнь уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Чекмагуш районĕнчи Макаровка ялĕ хăйĕн  100 çулхи юбилейне паллă тунă. Чаплă уяв ял çывăхĕнчи илемлĕ уçланкăра, пĕве хĕрринче иртнĕ. Макаровка çыннисем юбилее çÿллĕ шайра ирттерме тăрăшнă, тĕплĕн хатĕрленнĕ. Нумайăшĕ çемйипех, ачисемпе тата мăнукĕсемпе, хутшăннă. 

Ял çыннисен савăнăçне пĕрле пайлама сумлă хăнасем те килсе çитнĕ. Çав шутра Чекмагуш район администраци пуçлăхĕн çумĕ Светлана Шакирова,  «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ» тулли мар яваплăхлă пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ – ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Вадим Соколов, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева тата ыттисем пулнă. Вĕсем уява хутшăнакансене паллă пулăмпа саламланă, çирĕп сывлăх, савăк кăмăл-туйăм, ырлăхпа телей суннă.

Мероприяти вăхăтĕнче ял историне те аса илнĕ, Макаровкăн паллă çыннисене, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсен ячĕсене палăртса хăварнă. Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕн çумĕ Анатолий Ефремов ялти культура çуртĕнче чăваш халăхĕн культурипе кулленхи пурнăçне халалланă «Чăваш тĕнчи» куçса çÿрекен курав йĕркеленĕ. Пухăннисем кунта сăн ÿкерттернипе пĕрлех авалхи пурнăçа çутатса паракан выставкăпа кăсăкланса паллашнă. 

Уяв программи пуян та анлă пулнă, ватти те, вĕтти те савăннă. Пĕрисем концерт пуҫлансанах чун-чĕрене ярса илсе ҫупăрлакан сассен тыткăнне лекнĕ пулсан, теприсем культура ĕçченĕсем йĕркеленĕ спорт вăййисене пăхса киленнĕ. Хăюллăраххисем вара хăйсем те вĕсене хутшăннă. Кăмăл пуррисем михĕпе тата кĕвентепе, кашăкпа çăмарта йăтса чупнă, чÿлмек ватнă…Унсăр пуçне чи пĕчĕккисем валли те йăпанусем пулнă.  Çак кун кашниех пĕчĕк парнене тивĕçнĕ.

Çапла аякри тăвансене курса чунтан калаçни, хаваслă юрă-ташă, хуранта пĕçернĕ плов уява хутшăнакансен кăмăлне çĕкленĕ. Ял юбилейĕ хаваслă та асра юлмалла иртнĕ. Юбилей пĕчĕк Тăван çĕршывне чунтан юратакан  çынсене пĕрлештерекен уява çаврăннă. Малашне те çавăн пек илемлĕ ял уявĕсем сыхланса юлччăр, туслӑх, килӗшÿ тата ырă йăласем пурăнччăр!

Ирида НОВИКОВА.

Чекмагуш районĕ, Макаровка ялĕ.

Редакцирен: çак кунхине тата тепĕр чăваш ялĕ - Авăркас районĕнчи Семенкино ял хутлăхне кĕрекен Березовка - хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă. 

 

 

Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса…
Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса…
Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса…
Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса…
Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса…
Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса…
Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса…
Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса…
Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса…
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас