Çак кунсенче вара Чăваш Хурамалĕ 285 çулхи çавра çулне паллă турĕ. Ăна савăнăçлă та çÿллĕ шайра, кăмăллă ирттерме çанталăк çумăрлă тăни те чăрмав кÿмерĕ. Уява йĕркелекенсем программăна тĕплĕн те анлă хатĕрленнине палăртмалла. Ял хутлăх администрацийĕпе (пуçлăхĕ – Николай Ефремов) вырăнти тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем пĕр-пĕрне ăнланса та килĕшÿпе ĕçлени сисĕнчĕ. Паллах, тĕп спонсор пулăшнипе. Вăл вара – «Салават» ООО хресченпе фермер хуçалăхĕ. Унăн ертÿçи РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, район Канашĕн депутачĕ, «Атайсал» программăн яланхи меценачĕ Василий Федоров. Сăмах май, юбилей мероприятийĕсем вăхăтĕнче Василий Иванович пирки чылайăшĕ ăшă сăмахсем каларĕ.
Уяв программи сумлă хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнинчен пуçланчĕ. Ун хыççăн пурте пĕрле ял историйĕпе паллашас тĕллевпе йăх-несĕл (Автаким, Михайловсен, Мĕрсек) çурчĕсене хак пачĕç, кашнине кĕрсе унти япаласене тишкерчĕç, пуçра çуралнă ыйтусем çине хурав илчĕç. Уяв речĕпе иртнĕ май хăнасем Ирина Филиппова ал ĕç ăстин куравĕ умĕнче чылайччен чарăнса тăчĕç. Çамрăк хĕр сумлă хăнана, ПР премьер-министрăн çумне Ирек Сагитова, асăнмалăх хăйĕн ĕçне «Чăваш Хурамалне – 285 çул» тĕрленĕ минтер парнелерĕ (сăн ÿкерчĕкре). Кунтах ялти вулавăшăн ĕçĕ-хĕлĕпе, волонтерсен тăрăшулăхĕпе паллашма май пулчĕ.
Акă, юбилей мероприятийĕн тĕп сцени çинчи микрофон сасси мĕнпур халăха пĕр çĕре пухрĕ. Уяв программине ертсе пыракансем чăн малтан хуçасене, Николай Ефремовпа Василий Федорова, сăмах пачĕç. Вĕсем ял-йыша, хăнасене ял юбилейĕ тата Хурамалта Çвяттуй Василий чиркĕвне лартнăранпа 25 çул çитнĕ ятсемпе саламларĕç, çак пысăк уява йĕркелес ĕçе хастар хутшăннăшăн тав турĕç. Çавăн пекех хурамалсен ячĕпе район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов ăшă та кăмăллă сăмахсем каларĕ, вĕсемпе мăнаçланнине палăртрĕ, пултаруллисене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Ун хыççăн вырăнти культура çурчĕн артисчĕсем пухăннă халăха пирĕн несĕлсем виçĕ ĕмĕр каялла çак çĕрсем çине ярса пуснине витĕмлĕ те чĕрене пырса тивмелле кăтартса пачĕç (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре), чăваш халăхĕн гимнне «Алра кайми аки-сухи» юрра шăрантарчĕç.
Юбилей программине ПР премьер-министрĕн çумĕ Ирек Сагитов хутшăнни пуянлатрĕ. Ирек Хайривариевич хăй те Авăркас тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ май ентешĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине пĕлтерчĕ, пуçаруллă та тăрăшуллă пулнăшăн тав турĕ, Юлия Михайловапа Татьяна Иванована, Светлана Михайловапа Владимир Ефремова Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Сцена çине шкул ачисен пултарулăх ушкăнĕ тухрĕ. Вĕсем Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине тата ыран (уяв июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртрĕ) Асăнупа хурлăх кунĕ пулнине асра тытса вăрçă мĕнле пуçланнине, хаяр çапăçусене тата Çĕнтерÿ кунне сăнласа пачĕç.
Малалла пухăннă халăха уяв ячĕпе Салават тата Кумертау епархийĕн епископĕ Николай владыка саламласа пехиллерĕ. Унăн пехил сăмахĕсене Марина Иванова юрăç «Хвала тебе Боже» юрăпа чĕрĕлĕхпе илем кĕртрĕ. Çавăн пекех ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Ольга Плохова, Пушкăртстанри чăваш хĕрарăмĕсен «Сарпике» пĕрлĕхĕн ертÿçи Людмила Бадретдинова салам сăмахĕсем каларĕç.
– Манăн йăх çак ялтан, яла йĕркелесе яракансенчен пĕри пулнă. Вĕсенчен пĕри – эсир пурте пĕлекен Василий Васильевич Николаев академик. Вăл тăрăшнипе ялăн сăнĕ чылай лайăх енне улшăнчĕ. Çавăнпа та эпĕ Чăваш Хурамал çĕрĕпе, унăн пуçаруллă та ĕçчен çыннисемпе мăнаçланатăп, сире чечекленсе аталанма çирĕп сывлăх сунатăп, – терĕ Ольга Николаевна Любовь Леонтьевапа Светлана Николаева, Нина Антоновапа Олег Львов чăваш хастарĕсене ПР Патшалăх Пухăвĕн Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕпе наградăланă май. Куракансене хăйĕн юратнă юррине парнелерĕ.
Людмила Михайловна чăваш хĕрарăмĕсен ĕçченлĕхĕ, авалхи йăла-йĕркесене упрасси хĕрарăмран нумай килни çинче чарăнса тăчĕ. Вăл та пушă алăпа килмен – Лидия Захаровапа Ирина Филиппована чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Юбилейлă мероприятинче ятарлă çар операцине хутшăнакансене пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Вĕсенчен Александр Александров, Олег Ефимов, Владимир Лаврентьев, Алексей Козлов (суранланнă хыççăн) отпускра пулнă май тăван ял уявне хутшăнма мехел çитерчĕç. Ял хутлăх администраци пуçлăхĕ çĕршыв хÿтĕлевçисене тав турĕ. Çавăн пекех Николай Серафимович ялти чи аслă 93 çулхи Вера Леонтьевна Михайлована, чи çамрăккине Данил Федорова (кăçалхи февралĕн 12-мĕшĕнче çуралнă), пĕрле 66 çул пурăнакан Анатолий Харитоновичпа Агафия Степановна Павловсене тата нумай ачаллă Иванпа Наталья Ивановсен çемйине парнесем парса хисеп турĕ.
Уявра ятарлă çар операцине хутшăнакансен ашшĕ-амăшĕсемпе мăшăрĕсене (Лидия Александрова, Зоя Яковлева, Лидия Лаврентьева, Иван Ефимов), ĕç паттăрĕсене (Александр Николаев, Владимир Ефремов, Александр Петров, Лидия Никитина, Федор Моисеев, Федор Федоров) уйрăм чыс турĕç. Кашнин ятне асăннă май алăран парне тыттарчĕç, юрă саламĕ илсе çитерчĕç.
Уяв программине яланхи пекех пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм юрăçсем илем кÿчĕç. Вĕсен шутĕнче (пурĕ 20 яхăн ушкăн) Авăркас тата Мелеузпа Çтерлĕ районĕсенчи сцена ăстисем пулчĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.