Пур хыпар та
Юбилей
27 Июнӗн 2025, 15:00

«Чăн-чăн телей вăл – çынсене юратни, хăв ĕçне чунтан парăнни, халăха пулăшни»

Лăпкă та хăтлă Пелепей хулинче пурăнакан Луиза Федорована таврара çеç мар, республикăра та пĕлмен, илтмен çын сахал пулĕ. Унăн пурнăçĕ – чăваш халăхне, çывăх çыннисене, тăван çĕрне чунтан парăннине çирĕплетекен ырă тĕслĕх.

«Чăн-чăн телей вăл – çынсене юратни, хăв ĕçне чунтан парăнни, халăха пулăшни»
«Чăн-чăн телей вăл – çынсене юратни, хăв ĕçне чунтан парăнни, халăха пулăшни»

Л.С. Федорова – Пушкăртстанри чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн Пелепейри уйрăмĕн ертÿçи, çÿлерех асăннă хулари «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕн пайташĕ, лара-тăра пĕлми чăваш хастарĕ, шанчăклă мăшăр, юратнă анне, асанне, кукамай. Сумлă чăваш хĕрарăмĕ çак кунсенче хăйĕн илемлĕ юбилейне паллă тума хатĕрленет.
Луиза Федорова ăрусем хушшинчи çыхăнăва тĕп вырăна хуракан Пелепей тăрăхĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче 1950 çулхи июнь уйăхĕн 29-мĕшĕнче çуралнă. Пултаруллă хĕр ача вырăнти шкултан вĕренсе тухсан вĕрентекен пулса ĕçленĕ амăшĕн тĕслĕхĕпе Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Çак йышăну унăн малашнехи çул-йĕрне – ĕмĕрĕ тăршшĕпех çынсене пулăшассине – палăртнă.
– Эпир, 15 çулхи хĕр ачасемпе арçын ачасем, педагогика училищине 1965 çулта вĕренме кĕтĕмĕр. Вĕренме хĕнччĕ – пĕтĕмĕшле тата ятарлă предметсемсĕр пуçне пире вулама, илемлĕ çырма вĕрентетчĕç. Çавăн пекех çĕр ĕçне, пÿлĕмре чечексем ĕрчетме, хорпа тата уйрăмшар юрлама вĕренеттĕмĕр, хăшĕ-пĕри бал ташшисем те суйласа илчĕç. Кашниех музыка преподавателĕ патĕнче хăйне килĕшекен кĕвĕ инструменчĕ суйласа илсе – фортепиано, баян, аккордеон, тăмра, мандолина – калама вĕренетчĕ. Çавăн пекех халăх инструменчĕсен оркестрĕнче те калама пĕлмеллеччĕ.
Майĕпен эпир хăнăхса пытăмăр, тăватă çул хушшинче училище тăван киле çаврăнчĕ. Унти вĕресе тăракан пурнăç ĕмĕрĕ тăршшĕпех асра юлнă. Училище çуртĕнче кашни кунах ирхи зарядка иртетчĕ. Хĕлле физкультура урокĕсемсĕр пуçне эрнере 3-4 хутчен хамăр тĕллĕн йĕлтĕрпе ярăнма тухаттăмăр. Вĕсене лаборант паратчĕ, вăлах мĕн чухлĕ вăхăт ярăннине шута илсе пыратчĕ.
Кашни кунах пирĕн 6-7 лекциччĕ, эпир конспектсем çыраттăмăр, «вулав залĕнче» пăхмасăр калама вĕренеттĕмĕр, уроксене тата класс тулашĕнчи мероприятисене, училище шайĕнчи тематика тата кану каçĕсене хатĕрленеттĕмĕр. Вĕсене вĕрентекенсем те хутшăнатчĕç – юрăсем юрлатчĕç, сăвăсем калатчĕç, – ăшшăн аса илет студент çулĕсене Луиза Степановна.
Хĕр ачан хастар кăмăлĕпе йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ шкулта вĕреннĕ çулсенчех палăрнă. Çавăнпа та училищĕре вĕреннĕ чухне те вăл яланах малтисен шутĕнче пулнă. Çак вăй-хал тата лара-тăра пĕлми ĕçлесси унра ĕмĕрлĕхех тăрса юлнă.
Тепĕр тăватă çултан 19 çулхи Луизăна Пелепей районĕнчи Илкел шкулне ĕçлеме янă. Пуçламăш классене вĕрентнисĕр пуçне çамрăк хĕр аслă пионервожатăй тивĕçĕсене те пурнăçланă. Вăл тăрăшса ĕçленипе шкулти пионерсен организацийĕ районта чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Çамрăк вĕрентекенĕн сăн ÿкерчĕкĕ вара Пионерсен çурчĕн Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă.
Çак ялтах вăл хăйĕн шăпине, пулас мăшăрне, Николай Лукич Федорова, тĕл пулнă.
– Конституци кунне ялти клубра пысăк мероприяти иртрĕ. Пиччĕшĕ чĕннипе концерт курма Николай та, вăл Пелепей тăрăхĕнчи Малобелебеевка ялĕнчен, килнĕ пулнă. Ăна кунта пĕр хĕрпе паллаштарас шутпа йыхравланă, – каласа парать Луиза Степановна.
Анчах та тин çартан таврăннă Николай пиччĕшĕ палллаштарас текен хĕре мар, сцена çинчи илемлĕ те пултаруллă Луизăна кăмăлланă. Концерт хыççăн çамрăксем ташланă, вăйăсем вылянă, унтан ушкăнĕпех Николайпа пиччĕшне çул хĕрне çити ăсатма тухнă. Калаçса пынă май каччă хĕре пĕрре курсах килĕштерни, ăна кирек ăçтан та шыраса тупасси пирки пĕлтернĕ.
Çĕнĕ çул хыççăн Луизăна тăван ялĕнчи шкулне аслă классенче вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентме куçарнă, унсăр пуçне комсомол организацийĕн секретарĕн тивĕçĕсене шанса панă. Хĕр ĕçленĕ вăхăтрах куçăн мар мелпе Бирск хулинчи педагогика институчĕнче ăнăçлă вĕреннĕ.
Николай хăй килĕштернĕ хĕре манайман. Çулĕ çывăх мар пулсан та Луиза патне мотоциклпа килсе çÿренĕ. 1973 çулхи июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче çамрăксем туй туса пĕрлешнĕ. Николай Пелепейĕнчи «Белзан» заводра ĕçленĕ пирки тин чăмăртаннă мăшăр хулана пурăнма куçнă.
Луиза «Романтик» ача-пăча клубĕн ертÿçи, вĕрентÿ уйрăмĕн инспекторĕ пулса ĕçленĕ, шăмат кунсенче тăван педагогика училищинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Пурне те пĕлме тăрăшакан, кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пултаракан çынна ĕçтешĕсем те хисепленĕ. Лара-тăра пĕлми, çынсен хуйхисене чĕре патне çывăха илекен хĕрарăм вĕрентÿ уйрăмĕнче ĕçленĕ вăхăтрах Пелепей район Канашĕнче çулĕ çитмен ачасен комиссийĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. ПР халăха вĕрентес ĕç отличникне каярах район тата хула администрацине ĕçе йыхравланă, унта вăл кадрсен уйрăмĕнче тăрăшнă.
Çивĕч ăслă та тăрăшуллă Николай Лукич та хăй ĕçĕн профессионалĕ пулса тăнă, унпа пысăк класлă специалистсем те канашланă, хăйсем хушшинче ăна хисеплесе «шăллă гайкăн патши» тесе чĕннĕ. Унăн ĕç наградисене çырма пĕр страница та çитмĕ.
«Сирĕн çемьере кам хуçа» тесе ыйтсан вĕсем кĕскен те ăнланмалла: «Пĕри – çемье пуçĕ, тепри – кил хуçи хĕрарăмĕ», – теççĕ.
– Çемьере хăй вăхăчĕпе ачасем, пĕр хĕр те ывăл, çурлачĕç. Эпир иксĕмĕр те вĕренеттĕмĕр, ĕçлеттĕмĕр. Кам маларах киле таврăнать, çавă ачасене пăхатчĕ, апат хатĕрлетчĕ. Çакă пирĕншĕн йăлана кĕнĕ пулăмччĕ. Пĕри те эпĕ ку е тепĕр ĕçе тумастăп, ку арçын е хĕрарăм ĕçĕ тесе каламан, – тет кил хуçи хĕрарăмĕ.
Федоровсем пур пушă вăхăтне те яланах пĕрле ирттернĕ. Николай Лукич спортсмен пулнă май час-часах ăмăртусене хутшăннă. Ăна хавхалантарма мероприятисене çемйипех кайнă. Пĕрле велосипедпа, йĕлтĕрпе ярăннă, эмел курăкĕсем пухнă. Çемьери пур ĕçе те туслăн пурнăçланă, тăванĕсене пысăк ĕçсем тума, çĕр улми лартма-кăларма, утă-вутă хатĕрлеме, çурт-йĕр, хваттер юсама пулăшнă.
Кил-йышри ырă йăласем майĕпен Федоровсен тăватă мăнукне куçса пыраççĕ. Вĕсем аслисемпе шашкăлла-шахматла выляççĕ, йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, уçăлма çÿреççĕ, çемье историне, ăру-тăванлăх йывăççине тĕпчеççĕ. Çемьере тата пĕр йăла пур – кунта пур ыйтăва та пĕрле татса пама тăрăшаççĕ: тавлашаççĕ, сÿтсе яваççĕ, юлашкинчен пĕр шухăш патне килсе тухаççĕ. Çавăн пек лару-тăрура ÿснĕ Федоровсен ачисем пурнăçра ăнăçлă çынсем пулса çитĕннĕ, аслă пĕлÿ илнĕ.
Луиза Степановна çемйине тимлĕх уйăрма та, общество пурнăçне хастар хутшăнма та ĕлкĕрнĕ. Вăл хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе професси ĕç-хĕлĕпе общество ĕçĕсене те, çемье тивĕçĕсене те пĕр вăхăтрах ĕлкĕрме май пуррине çирĕплететет. «Чăн-чăн телей вăл – çынсене юратни, хăв ĕçне чунтан парăнни, халăха пулăшни. Çĕнĕрен çуралас пулсан та эпĕ хам пурнăçра нимĕн те улăштармăттăм», – тет ырă та уçă кăмăллă хĕрарăм.
Тивĕçлĕ канăва тухсассăн та Луиза Степановна хăйне килте ларма ирĕк паман. Пенси уншăн канса лармалли вăхăт мар, юратнă ĕçĕсене пурнăçламалли, общество пурнăçне тата та хастартарах хутшăнмалли май пулса тăнă. Халĕ вăл Пушкăртстанри чăваш хĕрарăмĕсен Пелепейри уйрăмне ăнăçлă ертсе пырать, районпа хулара иртекен пур мероприятисене йĕркелесе ирттерес, чăваш чĕлхипе культурине халăх хушшинче сарас ĕçе хастар хутшăнать.
Луиза Федорована вăй-хал парса тăракан тепĕр çăлкуç вăл – «Илем» чăваш халăх фольклор ансамбльне çÿрени. «Илемре» вăл ушкăн мĕн йĕркеленсе кайнă кунранпах. Юрланипе ташланисĕр пуçне кунта хăйпе пĕр шухăшлă çынсене, тусĕсене тупнă.
Кил хуçи хĕрарăмĕн тивлечĕпе Федоровсен килĕнче (нумай пулмасть вĕсем Николай Лукич çуралса ÿснĕ çурт çумĕнче пысăк пÿрт хăпартса лартнă) ăшă лару-тăру, юрату хуçаланать. Вĕсен çурчĕ – ваттисене хисеплекен, чăваш юррисем шăранакан вырăн. Сумлă юбиляр вара çемье тата чăваш халăх йăли-йĕркисене типтерлĕн упраса çитĕнекен ăрăва парса хăварма тăрăшать.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули.

«Чăн-чăн телей вăл – çынсене юратни, хăв ĕçне чунтан парăнни, халăха пулăшни»
«Чăн-чăн телей вăл – çынсене юратни, хăв ĕçне чунтан парăнни, халăха пулăшни»
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас