-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Матрена Ефимовнăна юбилей ячĕпе саламлама Треппел ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Ирина Пашкина, вырăнти культура тата вулавăш ĕçченĕсем пуçтарăннă. Вĕсем юбиляр ячĕпе нумай ăшă сăмахсем каланă, вăрçă тата ун хыççăнхи вăхăтра ĕçленĕшĕн (Матрена вăрçă вăхăтĕнче ача çеç пулсан та аслисемпе пĕр тан тăрăшнă) чунтан тав тунă.
Матрена Ефимовнăн пурнăçĕ – паянхи ăрушăн чăн-чăн ырă тĕслĕх. Мĕнле йывăр пулсан та вăл шанчăкне нихçăн та çухатман, малаллах утнă.