Мария Николаевна çÿлерех асăннă Косяковка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче вăл хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Марийăна мĕн пĕчĕкрен илем тĕнчи, пултарулăх илĕртнĕ. Хĕр ача Ермоло-Никольский (ун чухне Косяковкăна çапла чĕннĕ) ялĕнчи пуçламăш, Строймаш поселокĕнчи вăтам шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Вунă класс хыççăн бухгалтера вĕренсе тухнă. Ĕçлĕ пурнăçне тăван колхозĕнче пуçланă, каярах ял Канаш секретарĕ, вырăнти лавккара сутуçă пулса тăрăшнă. Ырă кăмăлĕпе, хăй ĕçне чунтан парăннипе ял çыннисен хисепне çĕнсе илнĕ. Тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн вăл сахал мар Хисеп хутне тивĕçнĕ. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ яланах Çтерлĕ районĕнчи райпора Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Çакă Мария Николаевнан ĕçне пысăка хурса хакланине çирĕплетет.
Çавăн пекех Мария Яковлева хăйпултарулăх ушкăнĕн пайташĕ пулса ансамбльпе пĕрле тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнать. Пултаруллă хĕрарăм чăваш юррисем юрлать, унсăр ялти пĕр мероприяти те иртмен пулĕ. Кинемейĕн пултарулăхĕпе ĕçченлĕхĕ нумайăшне хавхалантарать, тĕррисемпе юррисем вара Косяковка ялĕнчи культура пурнăçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăнă.
Мария Николаевна ал ĕç ăсти çеç мар, тăван халăх культурин еткерне упраканĕ те. Тĕрлĕ тĕспе вылянакан тĕррисем хамăр халăх кун-çулĕ çинчен каласа панă май çитĕнекен ăрăва шурă чăвашсен хăйне евĕрлĕхĕпе, культурипе паллаштараççĕ. Ăста алăллă хĕрарăмăн тĕррисем ахаль эреш çеç мар, чăн-чăн асам тĕнчи, унта халăх шăпи, кун-çулĕ, савăнăçĕ, хуйхи. Вăл илемлĕ япаласене питĕ тăрăшса, тĕплĕн ăсталать, вĕсем ял çыннисен пурнăçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăраççĕ.
Тăххăрмĕш теçеткене такăрлатакан хĕрарăм – Косяковка вулавăшĕнче час-часах пулакан хăна. Вăл библиотекăна çÿрекенсене хăйĕн тĕрĕ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать, мĕнле тĕссем пĕр-пĕринпе килĕшсе тăнине, куçа илĕртекен тата кăмăла хавхалантаракан эрешсем епле пулнине ăнлантарса парать. Унăн шухăшĕпе тĕрĕ ÿнерĕ вăл – хамăра-хамăр кăтармалли меслет çеç мар, çынсене пĕрлештермелли, культура еткерне упраса хăвармалли май та.
Мĕн чухлĕ ăшă сăмах калас килет ун ячĕпе. Хавхалануллă та ăшă кулăллă, ырă кăмăллăскер яланах ыттисене пулăшма, алă тăсса пама хатĕр. Вăл – Косяковка библиотекин чи лайăх вулаканĕ, ялăн чăн-чăн ахах-мерченĕ. Унăн пултарулăхĕпе çивĕч ăсĕ пирĕншĕн чăн-чăн тĕслĕх, эпир унпа мăнаçланатпăр, мухтанатпăр. Мария Николаевнăна иртнĕ юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Светлана НИКОЛАЕВА,
Косяковкăри вулавăш ĕçченĕ.
Çтерлĕ районĕ.