Уяв ту аркинче, Çветтуй Екатерина ячĕллĕ пулас чиркÿ умĕнче, пуçланчĕ. Тихон атте пухăннисене Турă çурчĕн историйĕпе паллаштарчĕ, туса пĕтереймен çурта кăтартса экскурси йĕркелерĕ.
Мероприятин тепĕр пайĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалланă палăк умĕнче иртрĕ. Ку пайшăн Вероника Леонтьева библиотекарьпе клуб ĕçченĕ Валентина Отставнова яваплă пулчĕç. Вĕсем Роберт Рождественскин «Реквием» сăввине чуна пырса тивмелле вуларĕç. Чаплă хăнасем палăк умне чечексем хунă хыççăн купель хăпартакан вырăна çитрĕç. Турă шывне илмелли, шыва кĕмелли вырăна тăвас ĕçе Алексей Андреев пуçарса янă. Ăна спонсорсен, ял халăхĕн укçипе хăпартаççĕ.
Юбилейăн тĕп пайĕ хурăн уçланкинче иртрĕ. Ĕлĕкхи йăлана пăхăнса тимешсем хăнасене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа виçĕ хапха витĕр ирттерсе кĕтсе илчĕç. Пĕрремĕш хапхаран илемлĕ чăваш наци тумĕ тăхăннă Тимеш клуб ĕçченĕсем, иккĕмĕшĕнчен Кекен, виççĕмĕшĕнчен Çĕнĕ Хурамал артисчĕсем ирттерчĕç. Кунта вырăнти ăстасен ал ĕç куравĕсене, чăваш эрешĕллĕ вĕтĕ шăрçаран хатĕрленĕ сувенир продукцийĕсене, çыхнă-çĕленĕ тумтир, алса-чăлха, пичет кăларăмĕсен тата «Вилĕмсĕр полк», маскировка сечĕсен куравне йĕркеленĕччĕ. Çавăн пекех вырăнти лавка хуçисем апат-çимĕç, ĕçмелли продукцине те сутрĕç.
Йĕркелÿçĕсем юбилея хутшăннă çамрăк ăру çинчен те манман. Вĕсем валли вăйăсем вылямалли, карусель, батут лапамĕсем ĕçлерĕç. Уяв концертне çак ялта çуралса ÿснĕ Инна Сергеева ертсе пычĕ. Ял çыннисене юбилейпе саламласа, ун йĕркелÿçисене тав туса Тимеш ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Рамзия Никитина сăмах илчĕ, купель хăпартас ĕçе хутшăннисене Тав çырăвĕсем пачĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх уявра нумай çул пĕрле пурăнакан Алексейпе Гульфия Батыровсен (30 çул), Александрпа Лидия Капитоновсен (40 çул), Александрпа Ольга Петровсен (50 çул) çемйисене чысларĕç. Ивановсен, Андреевсен тата Петровсен çемйисем хăйсен ăрăвĕсем çинчен каласа пачĕç.
Çавăн пекех салам сăмахĕпе Мияки район администраци пуçлăхĕ Наиль Гумеров, маларах район пуçлăхĕ пулнă Ришат Актуганов, Пелепей районĕнчи ЧНКА ертÿçи Владимир Яковлев, «Нива» СПК председателĕ Александр Петров сцена çине тухрĕç. «За Победу» АНО ертÿçи Луиза Ахметшина вырăнти хастар волонтерсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Юбилейăн культура программи пайĕнче вырăнти тата кÿршĕ ялсенчи «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи – В.Г. Отставнова), «Рябинушка» вокал ушкăнĕ (З.Ф. Ефремова), «Туслăх» фольклор ушкăнĕ (З.С. Шуркова), «Сувар» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (М.Р. Павлова), «Энергия» ташă ушкăнĕ (Л.Д. Осипова), «Шăнкăрав» эстрадăпа фольклор ушкăнĕ (Л.Е. Семенова), «Илем» фольклор ушкăнĕ (Е.А. Никитина), «Конфетюр» вокал ушкăнĕ (Р.Р. Султанова) хăйсен номерĕсемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех концертра уçă та янăравлă саслă Марина Павлова, Любовь Семенова, Сергей Михайлов, Снежана Сергеева солистсен тата çак йĕркесен авторĕн юррисене итлесе киленме май пулчĕ.
Юбилея хутшăннă тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем валли Владислав Михайлов волейбол ăмăртăвĕ йĕркелерĕ. Пурĕ 5 ушкăн ăмăртрĕç, никам та парнесĕр килне каймарĕ.
«Нива» ял хуçалăх производство кооперативĕ пуян апат-çимĕç сĕтелĕ хатĕрленĕччĕ. Уçă çулăм çинче, пысăк хурансенче пĕçернĕ тутлă яшкапа плова, курăксенчен вĕретнĕ тутлă чее пурте тутанма пултарчĕç. Кунта пылак апатпа тата тутлă ĕçмепе тивĕçтернĕ Людмила Михайловапа Светлана Иванована, ашпа пулăран шашлăк хатĕрленĕ Алексей Андреев предпринимателе, çуллă плов пĕçернĕ Анатолипе Надежда Андреевсене палăртса хăварас килет.
– Ял юбилейĕ – пĕччен тумалли ĕç мар. Çавăнпа та йĕркелÿçĕсене, спонсорсене, ертÿçĕсене, хăй пултарулăх ушкăнĕсене, вырăнти ял халăхне пысăк тав тăватăп. Тимеш ялĕ сывă, вăл аталанать, унăн малашлăхĕ çакăн пек пултаруллă та хастар çынсен аллинче, – уява пĕтĕмлетсе каларĕ ял Канаш пуçлăхĕ Рамзия Хамитовна.
Каç пулсан юбилей уявне «Таланты» вокал студи ертÿçи Снежана Сергеева хăйĕн концерчĕпе ялти клубра дискотека йĕркелесе тăсрĕ.
Ял уявĕ ентешсене унăн аваллăхĕпе историне, ăруран-ăрăва куçса пыракан йăли-йĕркисене, хаклăхĕпе пĕлтерĕшне аса илтерчĕ, тăванлăхпа мăнаçлăх туйăмне вăратрĕ.
Валентина ОТСТАВНОВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.