Кинемей Паскайра çуралнă, хăй ĕмĕрне ялтах пурăнса ирттернĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ, Петр Андрияновичпа Прасковья Никифоровна, Чапаев ячĕллĕ колхозра вăй хунă. Матвеевсен нумай ачаллă çемйинче тăхăр ача çитĕннĕ.
1957 çулхине 12 çулхи София Чапаев ячĕллĕ колхозăн сысна фермине ĕçлеме вырнаçнă. Вăл аслисемпе пĕр тан хăйĕн тивĕçне пурнăçланă – 25 пуç сысна пăхнă. 1963 çулхине ăна Паскай ялĕнчи фермăна ĕне сума куçарнă. Çамрăк хĕр куллен алăпа 25 ĕне сунă. Çав çулхинех София Матвеева Варлам Егорова качча тухнă. Каччă колхозра выльăхсене пĕтĕлентерекен пулса ĕçленĕ.
Егоровсен çемйинче умлă-хыçлă çичĕ ача çуралнă. Шел, Сергей ывăлĕн пурнăçĕ ача чухнех татăлнă, Петр вара 2023 çулта вилнĕ. София Петровнапа Варлам Николаевич 35 çул пĕрле пурнăç çулĕпе утнă. Ачисем (Светлана, Павел, Люция, Аркадий тата Вадим) республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ РФ Оборона министерстивпе контракт алă пусса ятарлă çар операцине хутшăнать.
София Петровна – хастар волонтер, вăл СВО паттăрĕсене пулăшать, вĕсем валли ăшă чăлхасем çыхать, салтаксене пулăшу памалли фонда тăтăшах укçа-тенкĕ ярса парать. Çавăн пекех кинемей кавирсемпе сак-пукансем çине сармаллисем çыхма юратать. Унсăр пуçне вăл садра вăхăт ирттерме кăмăллать – тĕлĕнмелле хитре чечексем ÿстерет. Паянхи кун София Петровнана 16 мăнукпа 7 кĕçĕн мăнук пурри пысăк савăнăç кÿрет.
Шаран районĕ, Паскай ялĕ.