Пултарулăх ушкăнне пилĕк ҫул каялла Светлана Николаева библиотека ĕçченĕ тӑрӑшнипе йӗркелесе янӑ. Паянхи кун ушкӑн ертӳҫи – «Сарпи» ансамбль солистки Анна Данилова, аккомпаниаторĕ – Федор Павлов.
Пĕрремĕш кунран пуçласа ушкӑн хастарĕсем ӗҫ хыҫҫӑн вӑхӑт тупса хӑйсен тӑрӑхӗнче мӗн авалтан юрланӑ юрӑсене шӑрантарма пуҫланӑ. Вĕсем çак пуянлӑха упраса ҫамрӑксене парса хӑварассишӗн тӑрӑшаççĕ.
Уява пухӑннисем «Селяночка» ушкӑн ҫинчен нумай ырӑ сӑмах каларӗҫ: ял хутлӑх администраци пуҫлӑхӗ Светлана Белова, Ҫтерлӗ хулинчи чӑваш наципе культура автономин ертӳҫи Оксана Федорова, чӑваш культура пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ольга Иванова, «Шуратӑл» литпӗрлешӗвӗн яваплӑ секретарӗ Геннадий Челпир ҫыравҫӑ, Гафури районӗнчи Антоновка ялӗнчен килсе ҫитнӗ «Вирьялсем» фольклор ушкӑнӗ тата ыттисем. Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсем те сцена ҫине тухрӗҫ. Республикӑри пӗртен-пӗр профессиллĕ «Сарпи» чăваш эстрадӑпа фольклор ансамблӗ (ертӳҫи – Олеся Пескова), «Тавах» халӑх ансамблӗ (Ольга Иванова), ПР тава тивӗҫлӗ артисчĕ Чулпан Басырова ташă ăсти тӗрлӗ халӑх ташшисемпе савӑнтарчӗç. Тӗрлӗрен, куҫа йӑмӑхтаракан костюмсем тыткӑнларӗҫ, юррисем те чуна пырса тивекеннисем шӑранчӗҫ. Геннадий Челпир паянхи лару-тӑрӑва сӑнласа салтак амӑшӗ ҫинчен хӑй ҫырнӑ сӑвва вуласа куҫсене шывлантарчӗ, гитарӑпа выляса Раҫҫей ҫинчен хывнӑ ҫӗнӗ юрă парнелерӗ.
Тараватлӑ кил хуҫисем килнӗ хӑнасене тулли сӗтел хушшине лартса хӑна туса ячӗҫ. Тав тӑватпӑр уява йӗркелесе ирттерекенсене, саламлакансене, курма килнисене. Тĕлпулу кӑмӑллӑ иртсе кайрӗ. Тепре тӗл пуличчен!
Людмила МАРКИНА.
Çтерлĕ районĕ, Косяковка ялĕ.