Пур хыпар та
Юбилей
17 Октябрӗн 2025, 10:00

Хамăр ял поэчĕпе мăнаçланатпăр

Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнчи библиотекăра вырăнти поэтăн Мĕтри Мишшин 90 çулхи юбилейне паллă турăмăр.

Хамăр ял поэчĕпе мăнаçланатпăр
Хамăр ял поэчĕпе мăнаçланатпăр

Кашни ял паллă та хисеплĕ çыннисемпе пуян. Пирĕн Кăратмас ялĕн сумне Михаил Дмитриевич Михайлов (Мĕтри Мишши 1935-2009 çç) çĕклет.


Михаил Дмитриевич Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнче ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкулта пĕлÿ пухнă хыççăн Приютовăра тата Абдулинăра чукун çул çинче рабочий, бригадир пулса ĕçленĕ. Каярах, Шкаповăра нефть кăларма тытăнсан, Приютовăри «Баштехснабнефть» предприятие ĕçе кĕнĕ, тĕрлĕ ĕçре, çав шутрах мастер тата бригадир пулса тăрăшнă. Çав ĕçренех тивĕçлĕ канăва тухнă. 1970 çулсенче Куйбышеври (халĕ Самара) планпа экономика институтĕнче куçăн мар мелпе вĕреннĕ.


Михаил сăвă-калав çырма шкул çулĕсенчех пуçланă. Ăна К.В. Ивановпа Я.Г. Ухсай тата Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ хавхалантарнă. Шел пулин те, малтанхи хайлавĕсем сыхланса юлман. «Кĕтÿç юрри» пĕрремĕш сăвви Пишпÿлек районĕнчи «Колхозри ĕç» хаçатра 1957 çулхи июнь уйăхĕнче пичетленсе тухнă. Ытти хайлавĕсем Ульяновск облаçĕнчи, Авăркас районĕнчи хаçатсенче, «Урал сассинче», Шупашкарти хаçат-журналсенче те пĕрре мар пичетленнĕ. «Шурă хурăн, ма йĕретĕн?» сăвă кĕнеки 2006 çулта Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра пичетленсе тухнă. Михаил Дмитриевич «Хавхалану çăлкуçĕ» поэзи фестивалĕн лауреачĕ, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн хастар пайташĕ пулнă.


Миша пичче яла таврăнсан яланах шкула килетчĕ, тăван чĕлхе урокĕсене те кĕрсе ларатчĕ. Ачасемпе кăмăллă калаçатчĕ, вĕсем тăван чĕлхепе ирĕккĕн пупленишĕн савăнатчĕ. Шкул ачисене ялан тăван чĕлхене, атте-анне чĕлхине манмасса хушса калатчĕ. Чăн та, Михаил Дмитриевичпа тĕлпулусем ирттернĕ хыççăн ачасен тăван чăваш чĕлхипе калаçас туртăмĕ ÿсетчĕ.


Поэтăн «Шурă хурăн, ма йĕретĕн?» кĕнекин презентацине те шкулта ирттернĕччĕ. «Манăн ял пурнăçĕ çинчен тата та анлăрах 5-6 çавраллă сăвă çырас килет», – тетчĕ поэт. Шел, Миша пичче пурне те пурнăçа кĕртсе ĕлкĕреймерĕ, 2009 çулта пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.


Кăçалхи ноябрь уйăхĕнче вăл 90 çул тултармаллаччĕ. Çавна шута илсе тата поэтăмăра асра тытса «Хĕр тантăшсем» хăйпултарулăх ушкăн хастарĕсемпе вулавăшра Мĕтри Мишшине халалланă асăну каçĕ ирттертĕмĕр. Вулавăш ĕçченĕ Светлана Филиппова Михаил Дмитриевичăн сăввисем тухнă хаçатсен, поэт çинчен çырнă кăларăмсен, сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕ. Кашниех пултаруллă сăмах ăстин пурнăçĕ çинчен аса илсе каласа пачĕ. Вăл çырнă сăвăсене вуларăмăр, вăл юратакан «Тăван яла таврăнсан» (ăна яла килсен ялан юрлатчĕ) тата унăн сăввин сăмахĕсем тăрăх хывнă «Шыв хĕрринче ÿсет çĕмĕрт йывăç» юрăсене шăрантартăмăр.


Эпир хамăр ентешпе, Михаил Дмитриевич Михайловпа, унпа пĕр ялта çуралма, курса калаçма шăпа пÿрнишĕн мăнаçланатпăр. Ăнă хисеплетпĕр, ялан асра тытатпăр.


Зоя КОЛЕСНИКОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.

Хамăр ял поэчĕпе мăнаçланатпăр
Хамăр ял поэчĕпе мăнаçланатпăр
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас