Пур хыпар та
Юбилей
31 Октябрӗн 2025, 09:00

Атте çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа

Ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче пирĕн атте, Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмас ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Дмитриевич Михайлов (Мĕтри Мишши поэт), çут тĕнчене килнĕренпе 90 çул çитет.

Атте çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа
Атте çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа

Атте… çак тăватă сас паллирен тăракан сăмахра маншăн пĕтĕм ăшăлăх, çепĕçлĕх, ачашлăх, юрату, хисеплĕх тата ăнлану тĕнчи упранать! Хама мĕн ас тума пуçланăранпах атте ман пурнăçра пысăк вырăн йышăннă. Юратнă çыннăмран уйрăлма та пĕлмен эпĕ. Ачасем ырă çынсене лайăх туяççĕ, вĕсем патне туртăнаççĕ. Çавăнпах пулĕ аттене хамран пĕр утăма та ярас килместчĕ. Вăл кирек ăçта каяс пулсан та ун хыççăн утаттăм.

Атте яланах манăн пулăшакан, вĕрентекен тата тус пулнă. Вăл ачисене воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăратчĕ, лайăх çынсем пулса ÿсчĕр тесе тăрăшатчĕ. Аттепе пĕрле культура çуртне «Вий», «Александр Матросов» кинофильмсене курма кайнине халĕ те ас тăватăп…


Килте пирĕн пысăках мар библиотека пурччĕ. Çÿлĕкĕсем çинче питĕ чаплă кĕнекесем упранатчĕç. Атте вĕренÿре те манăн пĕрремĕш пулăшаканччĕ. Хăй ĕçлĕ пулнине пăхмасăрах мана тата йăмăка уроксем тума пулăшатчĕ. Пире çав тери юрататчĕ, пирĕнпе тата пирĕн çитĕнÿсемпе мăнаçланатчĕ. Йăмăкпа иксĕмĕре йăтса илетчĕ те савăнăçлăн пÿлĕм тăрăх çаврăнса «Хĕрĕмсем!» тетчĕ. Пирĕн чĕресем савăнăçпа тата хавхаланупа тулатчĕç. Çак туйăмсен ахрăмĕ халĕ те чунра упранать. Ăна нихăçан та манма çук.

Вăл вăхăтри нумай çыннăнни пекех аттен те пурнăçĕ кăткăс та хĕн пулнă. Выçлăхпа тата вăрçăпа асра юлнă ачалăх, вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтпа тÿр килнĕ çамрăклăх. Ăна юратупа сутăнчăклăх саманчĕсем тата кăмăл хуçăлнине те тÿссе ирттерме тÿр килнĕ. Анчах та вăл яланах лайăххине шаннă.

Пирĕн хваттер алăкĕ нихăçан та, никамшăн та хупăнман. Аттепе анне хăнасене – кÿршĕсене, тус-юлташсене, тăвансене, ял-йыша – яланах хавасчĕ. Çемьепе пĕрле кĕреке хушшине пуçтарăнсан чун-чĕререн тухакан юрăсем, юрату, Тăван çĕршыв, халăхсен туслăхĕ çинчен калакан сăвăсем шăранатчĕç. Чунра ăшă та хаваслăччĕ. Халĕ те асра атте çынсене юратма, лайăха ĕненме вĕрентсе каланисем. Вăл «Тĕнче начар та пурăнма йывăр тесе ан калăр, хĕн вăхăтра та юратма, кулма, шÿтлеме ан манăр» тени паян кун та чĕререх.

Атте кирек хăш халăх çыннине те юрататчĕ, хисеплетчĕ, вĕсене тăвансем вырăннех хуратчĕ, час-часах туслăх çинчен çырнă сăвăсем вулатчĕ. Мĕн пурнăçран уйрăличченех тĕрĕс çулпа утрĕ. Хаклă çыннăмăр маншăн халĕ те сывă, куçа курăнмасть пулин те вăл ман пурнăçра пуррине кашни самантрах туятăп.

Хамăн пиччене Владимир Николаевич Васильева, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторне Юрий Николаевич Михайлова кĕнеке кăларма, аттен 90 çулхи асăну каçне йĕркелеме пулăшакансене чунтан тав тăватăп.
Аттепе анне, Михаил Дмитриевичпа Милитина Егоровна, питĕ йĕркеллĕ çынсемччĕ. Иккĕшĕн те чунĕсем çÿлти патшалăхра пулччăр.
Аттене асра тытакансене чунтан тав тăватăп. Çын хăйне асра тытнă таран пурăнать тенине чунтан ĕненетĕп.
Хисеплесе те асра тытса

Елена ВАСИЛЬЕВА хĕрĕ. Нягань хули.

Редакцирен. Мĕтри Мишши поэтăн 90 çулхи юбилейне халалланă уяв каçĕ ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пелепей хулинче «Урал-Батыр» Наци культурисен керменĕнче иртет. Тĕлпулу 18.00 сехетре пуçланать.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас