Юбилей каçĕнче чĕннĕ хăнасем те пулчĕç. Çав шутра: Çĕнĕ Хурамал ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ И.В. Павлов, культура уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Е.Ю. Ирниченко, районти Тĕп культура çурчĕн ертÿçи Г.Х. Шафикова, Ф.А. Каримова методист тата ыттисем. Çавăн пекех мероприятие пирĕн ентеш, ЧР тата Раççей Писателĕсен союзĕн пайташĕ Василий Антонов çыравçă та килсе çитрĕ. Хурамалти культура çурчĕн ĕçченĕсене ăшă сăмахсемпе, юрăсемпе Кекен, Тимеш, Еспуç, Элшей районĕнчи Акçун поселокĕнчи ĕçтешĕсем саламларĕç.
Фойере культура çурчĕн историйĕпе пултарулăхне халалланă анлă курав йĕркелени уява хăйне майлă сĕм парнелерĕ. Архиври сăн ÿкерчĕксемпе тата альбомсемпе тулли стенд уйрăм вырăн йышăнчĕ. Унта нумай çулхи истори упранать. Юнашарах вырăнти декораципе хушма искусство ăстисен М.Л. Кузьминан, Л.А. Анисимован, Н.К. Семенован экспозицийĕсем вырнаçнă. Хĕрарăмăн пуçа тăхăнмалли хатĕрĕсем, çепĕçлĕхĕпе тĕлĕнтерекен наци тĕррисем, чĕнтĕрлесе çыхнă салфеткăсемпе çухасем тÿрех куçа илĕртрĕç. Асăннă курав Çĕнĕ Хурамалти культура çурчĕ ăрусен çыхăнăвне тата культура эткерлĕхĕн пуянлăхне кăтартса паракан чăн-чăн çул çÿрев пулчĕ.
Юбилей каçĕнче клубăн пĕрремĕш ертÿçине Илья Никитич Петрова тата колхоз председательне Прокопий Иванович Семенея аса илчĕç. Çак пысăк истори шăпах вĕсем тăрăшнипе пуçланнă. 1965 çулхи ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче çĕнĕ клуба уçни, директор пулма Роза Николаевна Никанорована лартни çутă тапхăр пулнă.
Çак каç сцена çинчен аса илÿсем çеç мар, юрă-кĕвĕ те янăрарĕ. Асăннă культура çурчĕн ĕçченĕ – çак йĕркесен авторĕ, кружоксен ертÿçи Любовь Осипова, «Сувар» чăваш халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Марина Павлова, библиотека ĕçченĕ Галина Яковлева культура ĕçченĕсен гимне шăрантарчĕç. Тухса калаçакансем тав тата салам сăмахĕсем каларĕç, парнесем пачĕç, концерт номерĕсем вара куракансене чăн-чăн савăнăç парнелерĕç.
Уява кÿршĕ ялсенчи Кекен, Тимеш, Суккул, Еспуç, Элшей районĕнчи Акçун поселокĕнчен килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсен номерĕсем илем кÿчĕç. Вĕсем чăваш халăх юрри-ташшипе савăнтарчĕç, çавăн пекех «Модель агентстви» ятлă хаваслă сценка кăтартрĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчи юрăсен поппурине шăрантарнă «Сувар» халăх фолькор ансамбльне халăх тăвăллăн алă çупса тав турĕ. Залра ларакансем кашни пĕлекен юрра артистсемпе пĕрле юрларĕç, çавна пула вĕсем чуна пырса тиврĕç.
Наградăсем парса чысласси мероприятин пĕлтерĕшлĕ саманчĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Çĕнĕ Хурамал ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Павлов илемлĕх йĕркелÿçине Неля Тимофеевана Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Районти культура пайĕн ертÿçин çумĕ Елена Ирниченкăпа Культура керменĕн пуçлăхĕ Гульназ Шафикова культура çуртĕнче вăй хунисене саламларĕ (çÿлти сăн ÿкерчĕк).
Пуçтарăннисем РФ тата ЧР Писательсен пĕрлĕхĕсен пайташне Василий Антонов çыравçа, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, вăрах вăхăт хушши аккомпаниатор пулса тăрăшнă Филюс Шарипова тата халăх инструменчĕсем ăсталакан Виталий Захарова тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Василий Сергеевич «юбилей» сăмах еврей чĕлхинчен кĕни, чăвашла «çĕр çулта пĕрре» тесе куçни пирки пĕлтерчĕ, клуба утмăл çулхи юбилейĕ ячĕпе саламларĕ. Вăл Прокопий Ивановича та, Илья Никитича та хăй куçĕпе курнă, лайăх ас тăвать. Çавăн пекех Василий Сергеевич уяв ячĕпе саламласа чăвашла икĕ юрă юрласа пачĕ. Нумаях пулмасть кун çути курнă «Улăх чечекĕ» тата «Суккăр тĕвĕ» кĕнекисене парнелерĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Василий Антонова вара районти культура пайĕ ятĕнчен Тав çырăвĕ парса чысларĕç. Уяв чаплă иртрĕ. Экран çинчен халăх промыслин ăстаçин, Чăваш Республикинчи Ăстаçăсен гильдийĕн (Гильдия мастеров) пайташĕн, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Любовь Вазюкован, хăйсен пурнăçне культурăпа тата искусствăпа çыхăнтарнă пултарулăх ушкăнĕнсен выпускникĕсен – Октябрьский хулинчи пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Елена Григорьевапа Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх филармонийĕпе «Дуняша style» фолк ушкăн солисткин Карина Алексееван саламлă видеороликĕсене кăтартни те, Чăваш Республикинчи Кивĕ Мăрат ялĕнче пурăнакансем (1756 çулта пирĕн яла шăпах унтан куçса килнĕ чăвашсем йĕркелесе янă) саламлани те кĕтмен парне пулчĕ.
Культура çуртне çултан çул аталанса пыма, кăмăллă самантсем тата ырă кăмăллă куракансем сунатпăр. Асăннă уяв чăваш халăхĕ, унăн ташшисемпе юррисем – иксĕлми çăлкуç пулнине çирĕплетсе пачĕ. Вăл ăрусене пĕрлештерет, йăла-йĕркесене упрать тата çĕнĕ вăй-хал парать.
Уяв вĕçĕнче культура çуртне нумай ĕçлеме, унта вăй хуракансене тата мероприятие килнисене çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал тата хавхалануллă кăмăл сунчĕç.
Неля ТИМОФЕЕВА, культура çурчĕн ĕçченĕ.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.
Ытларах сăн ÿкерчĕксем - vk.com/album246728422_30911...