Пур хыпар та
Юбилей
7 Декабрӗн 2025, 11:00

Юбилей – çемье уявĕ

Çак кунсенче пурнăçри чи çывăх çыннăмăр, юратнă мăшăрăм Венера Ивановна хăйĕн 65 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Юратнă мăшăра, хаклă аннене, асаннене, хаклă çынна ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем сĕтел хушшине пуçтарăнса саламларăмăр.

Юбилей – çемье уявĕ
Юбилей – çемье уявĕ

Венера Ивановна Федотова (хĕр чухне Иванова)1960 çулхи декабрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнче нумай ачаллă колхоз ĕçченĕсен çемйинче çуралнă. Вĕсем пиллĕкĕн пулнă, Венера иккĕмĕш ача пулса çут тĕнчене килнĕ. Çемьере аслăрах пулнăскер мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Кĕçĕннисене пăхнă, ашшĕпе амăшне кил хуçалăхĕнче пулăшнă.


1969 çулта вырăнти шкула кайнă. Сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Çтерлĕ хулинчи профессипе техника училищине çул тытнă. 1980 çулта штукатур-маляр профессине алла илнĕ хыççăн Пишпÿлек ялĕнчи строительство организацине (ПМК) штукатур-маляр пулса вырнаçнă. Çак ĕçре 1998 çулхи июнь уйăхĕччен ĕçлерĕ. Унтан социаллă центра вырнаçрĕ, социаллă ĕçчен пулса пĕччен пурăнакан ватă çынсене пăхрĕ. Вĕсем валли лавккаран апат-çимĕç, аптекăран эмелсем туянса илсе килсе паратчĕ, апат пĕçеретчĕ, кил-çурчĕсене тирпейлетчĕ тата ытти вак-тĕвек ĕçе пурнăçлатчĕ. Ырă кăмăллă хĕрарăма ватăсем кашни кун тăванне хапăл тунă пек кĕтсе тăратчĕç. Çак ĕçре 2012 çулхи май уйăхĕ вĕçлениччен тăрăшрĕ. Унтан Венера Ивановна Пишпÿлекри 2№ вăтам шкула техничка пулса вырнаçрĕ. Кунта мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, 2015 çулччен, тăрăшрĕ. Ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ хĕрăрамăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 38 çулпа танлашать. Тĕрлĕ çĕрте тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн ăна пĕрре мар Хисеп хучĕсемпе чысланă. Халĕ те кашни çулах октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче ватăсене чысланă чух мăшăра шкула чĕнеççĕ.

Венерăна пуçласа строительство организацинче тĕл пултăм. Эпĕ, 23 çулхи специалист, çавăнтах каменщик пулса ĕçлеттĕм. Вăл пирĕн пата штукатур-маляр пулса ĕçе вырнаçрĕ. Çирĕм çулхи йăрăс пÿллĕ, хăмăр куçлă, илемлĕ йăл кулăллă чипер хĕр пĕрре пăхсах кăмăла кайрĕ. Икĕ çул пĕр-пĕринпе тĕл пулнă хыççăн пĕрлешрĕмĕр. Венера мăшăрăмпа икĕ ывăл çитĕнтертĕмĕр. Мăшăрăм маншăн, ачасемшĕн ырă тĕслĕх шутланать. Унăн ырă кăмăлĕ çинчен те каласа хăварас килет. Володя ывăл – усрава илнĕ ача. Апла пулсан та вăл уншăн тăван амăшĕ, шанчăклă юлташ пулма пултарчĕ. Юратусăр, тимлĕхсĕр кÿтсе çитнĕ ачан чунне ăшăтрĕ, унпа çывăхланчĕ.

Пур ĕçе те мăшăрпа иксĕмĕр тăватпăр. Пахчара çимĕçсем, улма-çырла ÿстеретпĕр. Хуçалăхра ĕнепе пăру, чăх-чĕп, хурсем усратпăр. Паянхи кун пире тăватă мăнук савăнтараççĕ, чи кĕçĕнни çичĕ уйăх тултарчĕ. Асламăшĕ вĕсене канмалли кунсенче тутлă апатпа, кукăль-пÿремечпе, кăпăшка икерчĕпе кĕтсе илет. Мăнукĕсемпе выляса, йăпатса вăхăт ирттерме юратать. Пурнăçра çакăн пек ырă çынна тĕл пулнишĕн, ватлăхра пĕрле кун кунлама пÿрнишĕн Турра тав тăватăп.

Юратса тата хисеплесе Михаил ФЕДОТОВ мăшăрĕ.
Пишпÿлек ялĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас