Çавра сĕтеле хутшăнакансене истори наукисен докторĕ, Чăваш патшалăх культура университечĕн гуманитари, социаллă тата экономика дисциплинисен кафедрин профессорĕ И.В. Сухарева саламларĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче пурăннă май вăл мероприятие онлайн мелĕпе хутшăнса çавра сĕтел вĕçленичченех пирĕнпе пĕрле пулчĕ. Ирина Витальевна асăннă тема паянхи куншăн питĕ çивĕч пулнине палăртрĕ.
Пушкăртстанра пĕр-пĕринпе килĕштерсе 160 тĕрлĕ халăх пурăнать, вĕсен кашнин хăйĕн культури, йăли-йĕрки, чĕлхи. Кашни чĕлхе вăл – хăй пĕр тĕнче. Вăл тĕпчемелли наука çеç мар, халăхăн чунĕ, унăн савăнăçĕ, ыратăвĕ, астăвăмĕ, пуянлăхĕ.
Чĕлхепе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма, паянхи кун ăна епле майпа упранине кăтартма хисеплĕ хăнасемпе туссене йыхравларăмăр. Çавра сĕтел хушшине тĕрлĕ халăх çыннисем – вырăссем, пушкăртсем, белоруссем, тутарсем, удмуртсем, марисем – пуçтарăнчĕç. Канашлăва хутшăнакансенчен кашниех хăйĕн тăван чĕлхи, ăна упраса хăварнин пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ. Вĕсен сăмахĕсем пултарулăх номерĕсемпе (сăвă, юрă) улшăнса пычĕç. Чĕннĕ хăнасем хушшинче тĕрлĕ статуслă çынсем пулчĕç. Çав шутра: Пушкăртстан Республикин культурăпа искусство колледжĕн преподавателĕ Гузель Шамигулова, асăннă хулари «Спандчина» («Наследие») белоруссен вырăнти наципе культура автономийĕн председателĕ Виктория Пивоварцева, Çтерлĕ хулинчи культура керменĕнчи «Вырăс юрри» пултарулăх ушкăнĕн артисчĕсем. ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн тутар-акăлчан уйрăмĕн 4 курс студенчĕ Миляуша Рахматуллина, культурăпа искусство колледжĕн эстрада уйрăмĕн 3 курс студенчĕ Алмаз Латипов тата 1 курс студенчĕ Самира Вахитова хăйсен пултарулăхĕпе хăнасемпе куракансене тыткăнларĕç. Çакă пултаруллă çамрăксем çитĕннине çирĕплетет.
Мероприяти тухăçлă иртрĕ. Ăна йĕркелеме пулăшнă ертÿçĕсене, Елена Калюжнаяна, Наталья Клочкована, Лэйсан Сайфутдинована, Павел Руденкăна, Ильсур Мансурова чунтан тав тăватăп.
«Эреш» фольклорпа театр студийĕ Çтерлĕ хулинче 2011 çулта йĕркеленнĕ. Ăна никĕслекенĕ тата илемлĕх ертÿçи – филологи наукисен кандидачĕ, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн вырăс чĕлхипе журналистика кафедрин доценчĕ Елизавета Иванова.
Хамăрăн пĕрремĕш мероприятине эпир ăру-тăванлăх темине халалланăччĕ. Илемлĕ, нумай жанрлă театрализациленĕ курава Хула культура керменĕн сцени çинче кăтартрăмăр. Культура уйрăмĕн ертÿçи З.С. Зинатуллин каланă тăрăх вĕсем пĕрремĕш чĕкеçсемччĕ. Чăвашсем пуçласа хулара ăру-тăванлăх эстафетине уçрĕç. Сцена çинче çĕре яхăн çынччĕ. Е.И. Иванова драма материалĕ тăрăх сценари çырса хатĕрлерĕ, эпĕ, çак йĕркесен авторĕ Н.Е. Кобцева, ăна сцена çинче пурнăçа кĕртрĕм. Курав никама та сÿрĕккĕн хăвармарĕ. Масштаб питĕ пысăкчĕ. Куракансенчен пĕри хавхаланса: «Кăмăла çĕклеме пĕлетĕр», – терĕ. 2011 çулхи январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Сода» ООО культура керменĕнче пултарулăх ушкăнĕпе паллаштарасси иртрĕ. Унта биологи наукисен докторĕ Д.Н. Карпов профессор, физикăпа математика наукисен докторĕ П.Н. Михайлов салам сăмахĕсемпе тухса калаçрĕç. Уйрăмах вырăнти çыравçăн Геннадий Челпирĕн хайлавĕсем тăрăх çырнă «Саркил» театр куравне палăртас килет.
«Эреш» ушкăна час-часах республика шайĕпе иртекен наукăпа практика конференцийĕсене йыхравлаççĕ. Çавăн пекех эпир ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн тутар-чăваш филологийĕн кафедрипе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. «Эреш» фольклорпа театр студийĕн ертÿçисем тăрăшнипе чăваш пултарулăх ушкăнĕсен культура шайĕ те ÿсрĕ. Студи солисчĕсенчен кашниех тав сăмахне тивĕç. Галина Григорьева студие пĕрремĕш кунранах çÿрет. Зинаида Осипован уçă сасси залра ларакансен чунĕсене тыткăнлать. Алена Федорова культура техникумĕнчи баян класĕнчен вĕренсе тухнă. Унăн шăнкăрав пек сассине илтсессĕн савăннипе чĕре чарăнса ларнă пекех туйăнать. Ушкăн аталанать, унăн йышĕ улшăнать, пĕринчен тепри пултаруллăрах çынсем килеççĕ (Вера Степанова, Раиса Кузьмина, Анна Яковлева, Маргарита Осипова, Юля Федорова, Дильбар Файзуллина). Хăй халăхĕшĕн ырă ĕçсем тăвассишĕн тăрăшакан çыннăн чун хĕлхемĕ сÿнмест.
Эпир чăваш культурипе туслашас текенсене пурне те хаваспах хамăр ушкăна йышăнатпăр. Пирĕн ĕçĕн тĕп тĕллевĕ - çамрăк ăрăва халăх йăли-йĕркисем урлă воспитани парса çитĕнтересси. Вун пилĕк çул хушшинче «Эреш» театрпа фольклор студийĕ 560 мероприяти ирттернĕ, хула культура пурнăçĕнчи 20 тĕрлĕ уява, канашлăва тата ытти те хутшăннă. «Эреше» пултарулăх енчен малалла та аталанса пыма, унта çÿрекенсене çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунатпăр.
Нина КОБЦЕВА, «Эреш» фольклор ушкăнĕн режиссёрĕ, Анна ЯКОВЛЕВА пултарулăх ертÿçи.
Çтерлĕ хули.