Çĕнĕ çурт 1995 çулта хăйĕн алăкĕсене яри уçнă, çакă ялти вĕренĕвĕн çĕнĕ тапхăрĕн символĕ пулса тăнă. Апла пулин те шкул историйĕ чылай маларах, 1927 çулта, пуçланнă. Ун чухне ял çуртĕнче пĕлÿ вучахĕ ялкăшма тытăннă. Пĕрремĕш вĕрентекен Екатерина Яковлевна Попова пулнă, унăн иксĕлми хастарлăхĕ çут ĕç хĕлхемĕсене чĕртсе янă та.
1928 çулта шкул тăватă класлă шутланнă. Квинтильян Григорьевич Ванюшинпа Елена Ивановна Анисимова ачасене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕнĕ. Хаяр вăрçă çулĕсенче эстафетăна Калиста Даниловна Идрисова йышăннă, 1942 çулта ун çумне Просковья Михайловна Ванюшинапа Елена Семеновна Иванова тата Анна Ивановна Семенова хушăннă.
1952 çулта Эрехĕрри шкулне районти вĕренÿ пайĕн ертÿçи Екатерина Никифоровна Сорокина тата шкул директорĕ Иван Николаевич Артемьев тăрăшнипе çичĕ çуллă пĕлÿ çурчĕ статус панă, 1964 çулта (директорĕ – Иван Федорович Ванюшин) – сакăр çуллă.
1995 çулхи декабрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче ял шкулĕ çĕнĕ çурта куçсан хăтлав уявне паллă тунă. 1996 çулхине вĕренÿ учрежденийĕ вăтам статуса тивĕçнĕ. Çапла майпа вăл ялти вĕренÿпе культура центрне çаврăннă. Шкул çĕнĕ çурта куçнăранпа ăна пултаруллă директорсем ертсе пынă: Владимир Иванович Ванюшин, Лидия Николаевна Ванюшина, Светлана Михайловна Рахматуллина, Наталья Леонидовна Корнилова. Паян ырă йăласене малалла тăсса ертÿçĕ тилхепине Марина Станиславовна Ильина тытса пырать.
Çуралнă кунпа çыхăннă чаплă мероприяти ăшă та туслă, кăмăллă лару-тăрура иртнĕ. Унта «Пирĕн çамрăклăхăн команди» ятпа педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хутшăннă. Шкулăн 30 çулхи юбилейне шкул тата ял историйĕпе тачă çыхăннă ентешсем çеç мар, Ермеккей районĕн летопиçне ылтăн сас паллисемпе çырăннă çынсем пухăннă. Пĕр шухăшлă команда чунĕпе ĕмĕр çамрăк! Çак кунхине хăнасем пурнăç страницисене «Пирĕн çамрăклăхăн команди» ятлă кивĕ фотоальбом пек уçа-уçа пăхнă. Вĕсем хăйсене тата хăйсен вĕренекенĕсемпе вĕрентекенсене, юратнă юрăсемпе фильмсене, çамрăклăхне аса илнĕ…
Юбилей каçĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Светлана Рахматуллина «Кивĕ фотоальбом» сăвва илемлĕ те чуна пырса тивмелле вуланипе пуçланнă. Тĕлпулăва ырă чĕреллĕ, шкулăн строительствине тата йĕркеленĕвне пысăк тÿпе хывнă педагогсем килсе çитнĕ. Вĕсем – Лидия Ванюшина, Владимир Ванюшин, Елизавета Исаева, Владимир Петров, Александр Никифоров.
Пухăннисен умĕнче салам сăмахĕпе шкулăн директор тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Марина Ильина тухса калаçнă. Вĕренекенсем хăйсен класс ертÿçисемпе илемлĕ пултарулăх номерĕсем хатĕрленĕ. Унсăр пуçне Эрехĕрри ачисем педагогика ĕçĕн ветеранĕсемпе «Çакă нумай пулмасть пулнă, çакă тахçанах пулнă» ятпа интервью ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче сумлă хăнасем хаваспах шкул пурнăçне, пĕрремĕш урока, учительсене аса илнĕ тата професси ĕç-хĕлне куç умне кăларса тăратнă.
Юбилей уявĕ «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕн юррисемпе, чĕререн тухакан тав сăмахĕсемпе вĕçленнĕ.
Вăхăт иртнĕçемĕн нумай япала асран тухать, анчах юратнă вĕрентекенсемпе çыхăннă астăвăма çулсем манăçа кăлараймаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.