Пысăк мероприятие халăх йышлă пухăннă. Ял çыннисен савăнăçне пĕрле пайлама сумлă хăнасем те килсе çитнĕ. Çав шутра Туймазă район администраци пуçлăхĕ Булат Мусин тата Тутар Улканĕ ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Марсель Фархутдинов пулнă. Вĕсем юбилейпе çыхăннă мероприятие тараватлă та чуна пырса тивекен салам сăмахĕсенчен пуçланă. Марсель Рамилевич ялăн хастарĕсене, юбилярĕсене Тав çырăвĕсем парса чысланă. Булат Мирзалифович вара Чăваш Улканĕ «Çĕнтерÿ çиттĕрччĕ тесе çыхатпăр» маскировка сечĕсен пункчĕн волонтерĕсене «Раççей Патриочĕ» медальсемпе наградаланă. Кунта уйрăмах Оксана Ахметовапа Алена Петрована палăртса хăвармалла. Вĕсем чăн-чăн «пулăшу штабĕ» йĕркеленĕ. Ырă чĕреллĕ хĕрарăмсем ертсе пынипе маскировка сечĕсем çыхаççĕ, тăшман куçĕнчен пытанма пулăшакан тумсем çĕлеççĕ, наçилккасем тăваççĕ. Тăрăшуллă хĕрарăмсен тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин амăшĕ Тамара Васильевна яланах çумра, хĕрĕсене сетьсем çыхма пулăшать.
Асăннă тĕслĕх сетьсем çыхмалли уйрăм пункт уçма хавхалантарнă. Чăваш Улканĕ пысăках мар пулнипе тата хăтлă пÿлĕм пулманнипе Светлана Яковлева хăйĕн килĕнче пункта вырнаçма ирĕк панă. Светлана Архиповна СВО зонинче операци медсестрин тивĕçне пурнăçланă. Çавăнпа та пулăшăвăн пĕлтерĕшне питĕ лайăх ăнланать. Çапла майпа Афанасьевсен пуçарăвĕпе Чăваш Улканĕнче пурăнакансем пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшлăн йышпа вăй хураççĕ.
Унсăр пуçне Туймазă район администраци пуçлăхĕ Булат Мусин ял территорине хăтлăх кĕртме 100 пин тенкĕлĕх сертификат панă.
Ял çыннисем юбилее тĕплĕн хатĕрленсе халăх пултарулăхĕпе паллаштаракан кĕтессем йĕркеленĕ. Сĕтел çиттисем, тĕрĕллĕ ал шăллисем, Дарья Тимофееван ÿкерчĕкĕсем хăнасене тыткăна илнĕ. Çавăн пекех кунта СВО куравĕпе те паллашма май пулнă: «кикимора» тумĕсем, маскировка сечĕсем, минтерсем тата ытти те.
Юрă-кĕвĕсĕр епле уяв ирттĕр-ха? Ял юбилейĕнче сцена çинчен илемлĕ чăваш юррисем янăранă. Сĕтел урисем вара апат-çимĕçпе авăнса тăнă.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.
Туймазă районĕ, Чăваш Улканĕ ялĕ.