Юбилей
5 Марта , 07:00

Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă

«…Кĕлеткипе çÿллĕ тесе калаймăн, анчах самаях тачка курăнчĕ. Тĕксĕмрех сăнлă пит-куçĕ те имшер мар. Хуп-хура та кăтра çÿçĕнче шурă пĕрчĕсем сахалччĕ-ха. Кĕскен каласан – кăмăла каякан, хăй патне туртса тăракан чăн-чăн чăваш пулчĕ вăл маншăн…», – çапла аса илнĕ Александр Савельев-САС çыравçă фото ăстипе, Пушкăртстан чăвашĕпе Виталий Исаевпа пулса иртнĕ пĕрремĕш тĕлпулăва.

Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçăТĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă

Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Виталий Исаев Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, ачалăхĕ те кунтах иртнĕ. Тĕнчипе паллă чăваш фотожурналисчĕ çуралнăранпа февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Виталий Федотовичăн пĕр ĕмĕрхи юбилейне халалланă анлă мероприяти унăн тăван ялĕнче иртрĕ. Пишпÿлек тăрăхĕнче пурăнакансем ентешĕн çавра çулне çÿллĕ шайра йĕркелеме тăрăшни, тĕплĕн хатĕрленни куç умĕнче. Районти чăвашсен Канашĕн пайташĕ Сергей Иванов хăйĕн укçи-тенкипе В.Ф. Исаева халалласа илемлĕ календарь, Пишпÿлек салинчи музей пĕрлĕхĕ брошюра кăларнă.


Пăслăк ялĕнчи культура çуртĕнче йĕркеленĕ юбилей каçĕ «Сăн ÿкерчĕксене халалланă пурнăç» ятпа иртрĕ. Тематика каçĕ фойере «Чăваш Ен асамачĕ» куравпа паллашнинчен пуçланчĕ. Ăна фотокорреспондент тăван ялне парнеленĕ. Пĕлÿлĕхе ÿстермелли экскурсие культурăн волонтерĕ Марина Кириллова ертсе пычĕ. Вăл пухăннисене авторпа тата унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, ĕçĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Хăй каланине вара архив материалĕсемпе çирĕплетсе пачĕ.
Юбилей каçĕн иккĕмĕш пайне Пăслăкри культура çуртĕнчи «Тăван кĕвĕсем» чăваш халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Ирина Игнатьева йĕркелесе пычĕ. Фотожурналистăн вилĕмсĕр ятне, унăн ĕçĕсене сума суса чаплă хăнасем те килсе çитнĕ. Çав шутра Пăслăк ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Юрий Васильев, Пишпÿлек район администрацийĕн культура, çамрăксен политикин, спорт тата обществăлла пĕрлĕхсемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Елена Арефьева, район Канашĕн депутачĕ Надежда Сидорова, Пишпÿлек салинчи музей пĕрлĕхĕн директорĕ Роза Иванова, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, «Светлый путь» Пишпÿлек район хаçачĕн корреспонденчĕ Владимир Смолов, Виталий Федотовичăн тăванĕ, тĕплĕнрех каласан кинĕ, Илина Васильева (сăн ÿкерчĕкре) пулчĕç.


Юрий Александровичпа Елена Павловна çамрăк ăрăва паллă ентешĕпе тата хăйсем те çак ялтах çуралса ÿснипе мăнаçланма, паянхи кун технологисем пысăк хăвăртлăхпа аталаннине шута илсе Виталий Федотовичран тĕслĕх илме чĕнсе каларĕç. Роза Гамзатовна Пишпÿлек салинчи историпе таврапĕлÿ музейĕнче «Объектив экранĕ хыçĕнче» курав ĕçленине, хăй вăхăтĕнче аваллăх управçин никĕслевçи Александр Семеновпа Виталий Исаев çырусем çÿретнине палăртса хăварчĕ. Хăш-пĕр хăнасем фото ăстипе куçа-куçăн курса калаçнă иккен. Сăмахран, Юрий Николаевич Виталий Федотовича Шупашкарта 1990 çулхи ноябрь уйăхĕнче пуçласа тĕл пулнă. Пăслăк арĕн мастерскойĕнче иртнĕ тĕлпулу халĕ те унăн куçĕ умĕнче. Çывăхрах паллашнă, юнашар ларса пурнăç, ĕç-хĕл çинчен калаçнă хыççăн В.Ф. Исаев «Малалла» дубляж хаçачĕн редакторĕн çумне «Силпи асамачĕ» кĕнекине асăнмалăх парнеленĕ.


1992 çулта Виталий Федотович тăван ялне фотокуравпа килнĕ пулнă. Шăпах çавăн чухне Владимир Смолов журналист унпа тĕл пулнă, вăл каласа пани çамрăка алла фотоаппарат илме хавхалантарнă. Паянхи кунччен ăна Владимир Анатольевич хăйĕн аллинчен ямасть.


Уйрăмах Илина Ивановна кинĕ каласа панине итлеме кăсăк пулчĕ. Сакăр вунă теçеткене çитсе пыракан кинемей Исаевсен йăх-несĕлĕпе паллаштарчĕ, хăйсен архивĕнчи В.Исаев парнеленĕ кĕнекесемпе статьясем, сăн ÿкерчĕксемпе çырусем çинче чарăнса тăчĕ.

– Виталий Федотович тăванĕ пулнă май, эпĕ унпа нумай курса калаçнă. Вăл çав тери çемçе чĕлхеллĕччĕ, ырă кăмăллăччĕ. Манăн хуняма унăн аслă аппăшĕ пулнă. Ăна эпир Витюк пичче тесе чĕнеттĕмĕр. В.Ф. Исаев яланах пулăшма тăрăшатчĕ, ырă канашсем паратчĕ. Шăрçа пек хитре почеркпа, йăнăшсăр çырнă çырăвĕсене халĕ те упратăп, – куççульне шăла-шăла аса илчĕ Илина Васильева.
Юбилей каçне ертсе пыракан Ирина Игнатьева тата шкул ачисем ентешĕн пурнăçĕнчи интереслĕ факчĕсене те куç умне кăларса тăратрĕç. Сăмахран, Чăваш Республикипе унăн çыннисем çинчен калакан ĕçĕсем тĕнчери 110 çĕршывра кун çути курнă. Вăл Слакпуç йăмрисене, Пăслăк çывăхĕнчи Виç Тÿпе ятлă сăртсене, Надежда Павлова балеринăна, А.Г. Николаев космонавта тата ытти чăваша тĕнче умне кăларнă. Унăн фотоаппарачĕн объективне ахаль колхоз çыннисем те лекнĕ. Çак йышлă сăн ÿкерчĕксенчен «Константи Иванов» тата «Ту – паттăр» фотоальбомсем çуралнă.


Ахальтен мар-тăр, чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ Виталий Исаев фото ăстин пултарулăхĕпе хавхаланса «Вăл республикăри çулсене, сукмаксене такăрлатса хăш чухне ним çук çĕртенех, варсемпе çурăлса пĕтнĕ чухăн курăнакан çĕр çинчех, сăн ÿкерчĕк тума мĕнле те пулсан илем шыраса тупать» тесе хак панă.


Мĕнле-ха вăл уяв юрă-кĕвĕсĕр. Паллах, çак уява илемлетекенĕсем вырăнти «Тăван кĕвĕсем» чăваш халăх тата Ситек ялĕнчи «Асанне арчи» историпе культура центрĕ çумĕнчи «Çеçпĕл» (ертÿçи – Людмила Григорьева) фольклор коллективĕсем пулчĕç. Мĕнле кăна юрă шăрантармарĕç пулĕ артистсем. Ытларах вара çемье, атте-анне, тăван кĕтес çинчен хывнă халăх юррисене юрларĕç.
Халăхра çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать теççĕ. Виталий Исаевăн «кун-çулĕ вĕçленнĕ» тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Мĕншĕн тесен унăн ырă ĕçĕсем халĕ те халăх асĕнче, пултарулăхĕ вара вилĕмсĕр.


Ирида НОВИКОВА.
Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ.

Виталий Исаев – Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1976 ç.), Фатих Карим ячĕллĕ преми лауреачĕ (1999 ç.), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степень орденĕн кавалерĕ, СССР Журналистсен союзĕн членĕ (1968 ç.).
Пултаруллă чăваш арĕ «Çамрăк коммунист», «Пионер сасси» хаçатсен, «Ялав» журнал фотокорреспонденчĕ пулса нумай çул хушши тăрăшнă. Унăн сăн ÿкерчĕкĕсене Чăваш Енре тухса тăракан тĕп хаçатсемпе журналсенче, çавăн пекех ют çĕршыв вулаканĕсем валли информаци хатĕрлекен «Новости» пичет агентствин кăларăмĕсенче пичетленĕ.
Виталий Федотович Пĕтĕм союзри чылай фотокуравсемпе конкурссене те хастар та тухăçлă хутшăннă. Вăл – «Правда» хаçатăн Пĕтĕм тĕнчери фотоконкурс лауреачĕ (1974 ç.). Берлинта иртнĕ «Этемлĕхĕн телейĕшĕн» Пĕтĕм тĕнчери фотокуравра «Чăваш Акатуйĕ» сăн ÿкерчĕкĕ медале тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Пăслăк арĕ «Силпи асамачĕ» (1990 ç.) кĕнеке авторĕ те шутланать.

Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Тĕнчене чĕрипе курнă Виталий Исаев фотоăстаçă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас