Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Юбилей
13 Майӑн , 04:00

Пурнăçа юратма çулсем чăрмантармаççĕ

Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валентина Ильина май уйăхĕн 4-мĕшĕнче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Валентина Спиридоновна – ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри, юратнă анне тата асанне-кукамай.

Пурнăçа юратма çулсем чăрмантармаççĕПурнăçа юратма çулсем чăрмантармаççĕ
Пурнăçа юратма çулсем чăрмантармаççĕ

Валентина Спиридоновнан ачалăхĕ çăмăл мар вăрçă тата вăрçă хыççăнхи çулсемпе тÿр килнĕ. Хĕр ача йывăрлăхсене пăхмасăр тăрăшса вĕреннĕ, вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Октябрьски хулинче учительсене хатĕрлекен курс пĕтернĕ хыççăн хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ.


Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Ильина Эрехĕрри ялĕнче хăйĕн шăпине – Борис Владимирович Андреева – тĕл пулнă. Мăшăр 43 çул пĕрле пурăннă, тăватă ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă.


Кинемей хăйĕн пурнăçне вĕрентекен ĕçне халалланă. Унăн вĕренекенĕсем пурнăçăн тĕрлĕ сферинче пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿсем тунă. Ĕнерхи учитель çулĕсемпе самаях аслă пулин те кĕлеткипе çамрăк, ăс-тăнĕпе çивĕч, пурнăçа питĕ юратать.


Педагогика ĕçĕн ветеранне юбилей ячĕпе Эрехĕрри ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Ольга Зарянова, районти вĕренÿ пайĕн ертÿçи Наталья Корнилова, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Ольга Андреева, «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕ, шкул ачисем ăшшăн саламланă. Пултарулăх ушкăнĕн пайташĕсемпе вĕренекенсем çуралнă кун ячĕпе юрăсем парнеленĕ.

Хăнасем çакăн пек пысăк йышпах, юрă-кĕвĕпе Валентина Спиридоновнан çĕр çулхи юбилейне паллă тума сăмах панă. Вĕсем кинемее çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тăванĕсен ăшшипе тимлĕхне туйса пурăнма суннă. Çавăн пекех ăна тÿрĕ кăмăллă ĕçĕшĕн чунтан тав тунă.

Ирида МАТНИЯЗОВА.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

Пурнăçа юратма çулсем чăрмантармаççĕ
Пурнăçа юратма çулсем чăрмантармаççĕ
Пурнăçа юратма çулсем чăрмантармаççĕ
Пурнăçа юратма çулсем чăрмантармаççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас