

Нумаях пулмасть вĕсем ансамбле пуçарса янăранпа 30 çул çитнине паллă турĕç. Палăртнă кун Юмашри нумай функциллĕ клуба, кăнтăр кунĕ тăнине пăхмасăр, халăх йышлă пухăнчĕ. Хуçасем хăнасене çăкăр-тăварпа та кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç, культура çурчĕн алăкĕсене яри уçса хапăл турĕç.
Савăнăçлă пуху пуçланиччен çавра сĕтел иртрĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕн çумĕ Светлана Шакирова ертсе пычĕ. Пухăннисем ытларах халăх культурипе йăли-йĕркин, тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ, вĕсене упраса хăварас тата аталантарас ĕçре обществăлла организацисемпе патшалăх органĕсем мĕн тума пултарни çинче чарăнса тăчĕç, тунă ĕçсемпе паллаштарчĕç, ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç.
Çавра сĕтел хыççăн уяв программи куракансен залне куçрĕ. Мероприятие ертсе пыракансем юбилей каçне уçса кĕскен ансамблĕн малтанхи утăмĕсемпе паллаштарма васкарĕç.
1996 çулта Тапканчă клубĕн тата Юмашри культура çурчĕн никĕсĕ çинче «Çеçпĕл» пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Ун чухне вăл пĕчĕк кружок шайĕнче ĕçленĕ тесен те йăнăш пулмĕ: пĕр хут купăс пулнă тата артистсем хăйсен аллипе хатĕрленĕ наци тумĕпе сцена çине тухнă. Халăх йăли-йĕркипе культурине, чĕлхине упраса хăварса вĕсене хамăрăн ентешсем патне илсе çитересси вара тĕп тĕллев пулнă. «Çеçпĕлĕн» кашни пайташĕ çак ĕмĕтпе çуннă, пурăннă. Çав вăхăтра коллектива Светлана Соколова ертсе пынă, хăйĕн çемйинчи «чĕпписене» вăл май çитнĕ таран хавхалантарма мехел те, ăс-тăн та çитернĕ. Сăмах май, юбилей каçĕнче Светлана Мефодьевна хăй те сăмах тухса каларĕ, ĕçтешĕсемпе пухăннă халăха саламласа тав турĕ.
«Çеçпĕл» ушкăн пуçласа «халăх» ансамблĕ ята коллектива йĕркелесе янă хыççăн çичĕ çултан, 2003 çулта, тивĕçнĕ. Паянхи кун тĕлне вăл вуншар республика, район шайĕнчи фестиваль-конкурссен лауреачĕ, çакна пухмачри Хисеп хучĕсемпе Дипломсем, хаклă парнесем çирĕплетеççĕ. Хăй вăхăтĕнче 2016 -2019 çулсенче ертÿçĕ тивĕçне Венера Яковлева пурнăçланă. Хальхи вăхăтра ушкăна Вера Фомина ертсе пырать, аккомпаниаторĕ – Валерий Тимофеев. Сăмах май, юбилей каçĕнче Светлана Шафикова район администраци пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе Светлана Соколовапа Мария Капитонова (вăл ушкăна йĕркеленĕ чухне Тапканчăра ертÿçĕ пулнă), Венера Яковлевапа Вера Фоминана чысларĕ.
Енчен те йăла-йĕркере çĕнĕ те çамрăк сассем янрасан, ташă хусканăвĕн çаврăмĕсем кĕрлесен вăл манăçа тухмасть. Уяв программине «Çеçпĕл» халăх ансамблĕн çамрăк ăрăвĕ, ултă-çичĕ çулхи шăпăрлансем, хамăрăн мăн асатте-асаннесен «Яра пар» ташшине ташласа илем кÿчĕç. «Шухă çын» («Непоседа») ташă ушкăнне Анфиса Анварова ертсе пырать. Çамрăк артистсен кашни утăмĕ – иртнĕ ĕмĕрсене, кашни çаврăмĕ çĕрпе калаçнине аса илтерчĕ. Кунта вĕсем сцена çинче хусканма çеç мар, тăван халăх культурин йĕркине туйса илме, ăша хывма хăнăхаççĕ.
Юбилей мероприятийĕнче сумлă хăнасем – район администраци пуçлăхĕн çÿмĕ Светлана Шакирова, ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов, Пелепей районĕнчи ЧНКА ертÿçи Владимир Яковлев, район администрацин культура пайĕн ертÿçи Рамзия Валеева – йышлă пулчĕç. Вĕсем кашниех сцена çине тухса «Çеçпĕл» ансамбль хастарĕсен ячĕпе ăшă та кăмăллă сăмахсем каларĕç, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем, парнесем парса чысларĕç.
Çеçпĕлçĕсене саламлама ятарласа районти культура çуртĕнчен «Ядъкер» («Астăвам») арçынсен вокал коллективĕ (ертÿçи – Урал Гатауллин) килсе çитнĕ, Ермеккей районĕнчи Эрехĕрринчи «Илем» халăх ансамблĕн (Ирина Корнилова) тата Ĕпхÿри «Элем» ушкăнăн (Елена Степанова) артисчĕсем вăрăм çула кĕскетме мехел çитернĕ. Уяв сцени çинче кÿршĕллĕ Шаран районĕнчи виçĕ коллективăн – «Шевле» (Тÿртÿллĕ ялĕ, Валентина Жукова), «Çăлкуç» (Рекменпе Виçĕ çăл ялĕсем, Светлана Галлямова), «Илем» (Хурамал ялĕ, Ирина Наумова) – пултарулăхĕпе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Маттурсем! тесе калас килет вĕсем пирки. Çÿлерех асăннă ансамбльсем «Тăван патне», «Чун юратнă ытарайми тăван», «Тăван чĕнсен хăнана» юрăсене шăрантарнă чухне вĕсемпе пĕрле хамăн та юрлас килсе кайрĕ. Залри куракансем вара тăвăллăн алă çупрĕç. Кĕввисемпе сăмахĕсем мĕне тăраççĕ, чĕрене пырса тивеççĕ, тарăн шухăша яраççĕ. Ирĕксĕрех пуçа тăванпа пурăннинчен ыррине тата пахине нимĕн те çитмест текен шухăш пырса кĕрет. Çавăнпа та «Çеçпĕл» халăх ансамблĕн 30 çулхи юбилейĕ тăванлăх уявне çаврăнни пире савăнтарать, мăнаçлантарса вăй-хăват парать. Уяв кĕрекисем малашне те çĕр чăмăрĕ çинче чăваш тĕнчишĕн Раççейĕн кашни регионĕнче кĕрлеччĕр.
Юрий СНЕГОПАД.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.
Ытларах сăн ÿкерчĕксем - vk.com/album-133204963_3136...