Урал сасси
+17 °С
Ясно
Юбилей
14 Июня , 06:00

«Манăн тĕнче сăмахсемпе юрăсенчен тăрать»

Авăркас районĕнчи Толбазă ялĕнчи Бакти Гайсин ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнче «Манăн тĕнче сăмахсемпе юрăсенчен тăрать» ятлă тĕлпулу иртнĕ. Унта пирĕн ĕçтеше, «Аургазинский вестник» хаçатăн корреспондентне, çыравçа, сăвăçа тата юрăçа, районти «Сенкер çăлкуç» литература пĕрлешĕвĕн пайташне Зульфия Сидорована саламланă.

«Манăн тĕнче  сăмахсемпе юрăсенчен тăрать»«Манăн тĕнче  сăмахсемпе юрăсенчен тăрать»
«Манăн тĕнче сăмахсемпе юрăсенчен тăрать»

Зульфия Фаритовна – пултаруллă çын, виçĕ кĕнеке «На языке любви» сăвăсен пуххин, «Танец розового фламинго» приключениллĕ роман, «Бермудский четырехугольник» эссе, повеçсемпе калавсен пуххин – авторĕ. Вăл хăйĕн сăввисем валли кĕвĕсем хайлать, вĕсене шăрантарса итлекенсене савăнтарать. Композицисен хушшинче тăван тавралăхпа унăн хÿтĕлевçисем çинчен хывнă юрăсем нумай. Зульфия Фаритовна – патриот, хастар волонтер. Вăл СВО çемйисен пайташĕсене халалланă мероприятисене хутшăнать, мастер-классем ирттерет, куракансем кăмăлланă юрăсемпе сăвăсене шăрантарать. «Ялăм», «Çулçă», «Çамрăк паттăрсем», «Кая юлнă хăна» композицийĕсене республикăра çеç мар пĕлеççĕ. Вĕсене Удмурт, Тыва республикисенче, Крымра тата ытти регионсенче юрлаççĕ. 2024 çулта юрăсен авторне «Россия-2» каналри Андрей Малаховăн «Песня от души» программине йыхравланă, унта вăл хăйĕн пултарулăхĕпе пин-пин куракан чĕрине тыткăнланă.

2025 çулта поэтессăн сăввисем республика шайĕнчи «Проба пера» литература конкурсĕнче «Шанчăк вырăнĕ» номинацире палăрнă. Çав çулах республикăн тĕп хулинче иртнĕ «Китап-байрам» пысăк уявра ăна финалист дипломĕпе тата укçан сертификатпа чысланă. Çавăн пекех «Ĕпхÿ хумĕ» музыка конкурсĕн çурма финалне те тухнă. Жюри пайташĕсем унăн юррисемпе интересленнĕ, вĕсем тарăн шухăшлă тата юрăçăн артист ăсталăхĕ пысăк пулнине палăртнă.

Профессийĕпе Зульфия Фаритовна – учитель. Çирĕм çул хушши шкулта ачасене вĕрентнĕ. Тăватă çул хушши Галимзян Ибрагимов ячĕллĕ тĕп район библиотекинче ĕçленĕ. Çав хушăра вулавăшра тĕрлĕ литература мероприятийĕсем сахал мар ирттернĕ. Унта пирĕн районти çеç мар, Ĕпхÿ, Çтерлĕ тата республикăри ытти хуласемпе районсенчи çыравçăсем те хутшăннă. Çакă культура диалогне аталантарма тата регионсем хушшинчи пултарулăх çыхăнăвĕсене çирĕплетме пулăшнă. Халĕ вăл – «Авăркас хыпарçи» хаçат корреспонденчĕ, Авăркас тăрăхĕн пултаруллă çыннисемпе, районти хыпарсемпе паллаштарать.

Зульфия Сидорова тĕрлĕ алă ĕçне те ăста. Унăн çăмран тунă ĕçĕсене Йошкар-Ола, Тверь, Санкт-Петербург хулисенче, Пермь крайĕнче пысăка хурса хакланă. Вăл «Турист сувенирĕ» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн финал тапхăрĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Хальлĕхе Зульфия Сидорова пирĕн район историйĕнче ПР Хĕрарăмсен ассоциацийĕн «Женщина – мать нации» конкурсăн (Ĕпхÿ хули, 2024 çул) пĕртен-пĕр çĕнтерÿçи шутланать.

Поэтессăна 50 çулхи юбилейĕпе Пушкăртстанри тутарсен конгресĕн ертÿçин çумĕ Залия Ахунова поэтесса, районти депутатсен Канашĕн секретарĕ Юрий Николаев, «Авăркас хыпарçи» хаçатăн тĕп редакторĕ Альфира Каримова, Пушкăртстанри Халăхсен ассамблейин районти уйрăмĕн представителĕ Риф Валиев, «Сенкер çăлкуç» районти литература пĕрлешĕвĕн ертÿçи Варис Акбашев, Çтерлĕ хулинчи «СтеЛит» литература пĕрлешĕвĕн председателĕ, РФ Писательсен союзĕн пайташĕ Ольга Евстафьева, библиотека системин директорĕ Айгуль Газиева, районти хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçи Нелли Сидорова Тав çырăвĕсемпе чысларĕç, малашне тата та çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕç. Пирĕн ентеш, Урал Рашитов паллă композитор, Зульфия Сидорован пултарулăхĕ пирки каласа пачĕ, унăн поэзи чĕлхи çăмăл, хайлавĕсен кĕвви килĕшÿллĕ пулнине палăртрĕ. Вăл хăйĕн Варис Акбашевпа çырнă юррине парнелерĕ, залра ларакансем пурте унпа пĕрле юрларĕç. Çтерлĕ хулинчи «литература десанчĕ» («стелитовецсем») Зульфия Фаритовна хулари литература мероприятийĕсене хутшăннине палăртрĕç. Çавăн пекех поэзи ăстисем – поэт, районти литература пĕрлĕхĕн пултаруллă хастарĕ Эльверт Хаматшин тата Минира Биканасова çыравçă – юлташне халалласа çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç. Зульфия Газиева поэтесса З.Сидорован сăввисене тутарла куçарнă, вăл вĕсене питĕ илемлĕн вуласа пачĕ. Чăваш Писателĕсен союзĕн пайташĕ, Толбазă ялĕнче пурăнакан Нина Федорова поэтесса вара авторăн сăввисене чăвашла куçарнă. Вăл та вĕсене илемлĕн вуласа пачĕ.

Пултарулăх каçне автор хăй йĕркелесе ирттерчĕ. Ăна çак ĕçре Булат Багаутдинов ертсе пыракан районти культура уйрăмĕ, çывăх çыннисемпе юлташĕсем, ĕçтешĕсем пулăшрĕç. Мероприятие патриотизм сĕмĕллĕ юрăсем, Тăван çĕршыв çинчен çырнă сăвăсем, ташăсем, ĕçтешĕсен, авторăн пултарулăхне кăмăллакансен номерĕсем, сăмах тухса каланисем илем кÿчĕç. Юлашкинчен республикăра пурăнакан пур халăха та пĕрлештерекен «Живи, Уфа!» юрă уççăн янăрарĕ.

Замера ХУСАИНОВА. Толбазă ялĕ.

Редакцирен. Зульфия Фаритовна ĕçтешĕмĕре илемлĕ юбилейпе чунтан саламласа районпа республикăшăн малашне те тăрăшса ĕçлеме çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

«Манăн тĕнче  сăмахсемпе юрăсенчен тăрать»
«Манăн тĕнче  сăмахсемпе юрăсенчен тăрать»
«Манăн тĕнче  сăмахсемпе юрăсенчен тăрать»
«Манăн тĕнче  сăмахсемпе юрăсенчен тăрать»
«Манăн тĕнче сăмахсемпе юрăсенчен тăрать»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас