Урал сасси
+19 °С
Ясно
Юбилей
8 Июля , 05:00

«Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулнă»

Юрă-кĕвĕ – чун ăшшипе илемĕ. Çынсем хурлансан та, савăнсан та кăмăлне юрласа уçаççĕ. Кĕвĕ-çемĕ чун-чĕрене хавхалантарать. Тен, çаксене ăша хывнăранах ял ачи хăйĕн пурнăçне çак асамлă тĕнчепе çыхăнтарнă пулĕ. Тепĕр тесен çемьере ашшĕ-амăшĕ юрă-такмака ăста пулнă, тĕрлĕ кĕвĕ инструменчĕсем çинче вылянă. Вăл та, паллах, витĕм кÿнĕ.

«Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулн㻫Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулнă»
«Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулнă»

Çак кунсенче 80 çул тултарнă Владимир Гордеев (Маскай) педагог, композитор тата баянист Ермеккей районĕнчи Уйăлка ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çут тĕнчене килнĕ арçын ачан ачалăхĕ çăмăлах пулман, çапах та çичĕ класлă шкула пĕтерсен 1963 çулта Пелепей хулинчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Вĕрентекен профессине алла илсе музыка тата физкультура учителĕ пулса хăйĕн ĕç карьерине Пелепей районĕнчи Слакпуç шкулĕнче пуçланă. Виçĕ уйăхран ăна Совет Çарне кайма повестка тыттарнă. Хĕсметри икĕ çул уншăн усăллă та тухăçлă иртнине ветеран паянхи кун та пытармасть.

– Ун чухне салтакра пулман качча хисеплемен. Çавăнпа та салтак атти тăхăнни вăл савăнăç пулнă. Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, малашлăх çине вичкĕнрех куçпа пăхма эпир çарта хăнăхнă. Атте-анне, çывăх çынсем пехиллесе каланă сăмахсене яланах асра тытнă, – тет Владимир Ефимович хăйĕн çамрăклăхне аса илсе.

Çартан тăврăнсан чăваш каччи хăй пĕлÿ илнĕ педагогика училищинех ĕçе вырнаçнă. Кунта унăн пултарулăх ĕмĕрĕ иртнĕ тесен те йăнăш пулмĕ – 37 çул пулас вĕрентекенсене музыкăпа пĕлÿ панă. Çав вăхăтрах Саратоври педагогика институтĕнчи музыка факультетне вĕренсе пĕтернĕ, Пелепей хулинчи вĕрсе каламалли оркестра 15 çул ертсе пынă.

– Хам сывă чухне училищĕре ĕçленĕ çулсем маншăн нихăçан та асран тухас çук. Педагогсен коллективĕ туслă та пуçаруллăччĕ, кирек мĕнле ĕçе те пĕрле тунă. Вĕренекенсем те хастар та тăрăшуллăччĕ. Юрă-кĕвĕ урокĕ вăл ытти предметсенчен уйрăлса тăрать. Кунта чун туртни те кирлĕ. Вăл кашнинех çук, анчах та шалта çине тăни йывăрлăха çĕнтерме пулăшать. Тен, тепĕр чухне вĕренекенсенчен çирĕпрех те ыйтнă пулĕ, анчах та ума лартнă тĕллеве пурнăçланă. Маншăн училище тĕнчи иккĕмĕш кил, иккĕмĕш çемье пулнă. Хамăн ĕçе эпĕ юратнă», – аса илÿ авăрне путать педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Вĕрентÿ учрежденинче ĕçленĕ вăхăтрах Владимр Ефимович вĕренÿпе методика хатĕрĕсем çырнă. Çав шута «Чăваш кĕвви» хрестомати, «Пуçламăш классен вĕрентекенĕсене пулăшма», «Вĕренекенсене хăй халăхĕн харпăр ăнлавне ăша хывас ĕçри çивĕч ыйтусем» тата ытти ĕçсем кĕреççĕ. Вăл Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен авалхи юррисен пуххине хатĕрленĕ. Унта хорпа тата уйрăм çын юрламалли юрăсене кĕртнĕ. Çавăн пекех юрă-кĕвĕ ăсти тĕрлĕ авторсен тата хăй çырнă 170 ытла сăвва кĕвве хывнă.

Владимир Гордеевăн пултарулăхĕ пирки сăмах хускатнă май, вăл Пелепей хулинчи «Илем» ансамбле йĕркелес ĕçре пысăк тÿпе хывнине палăртмалла. Пултаруллă педагог асăннă ушкăна 1995 çулта вырăнти чăваш хастарĕсемпе пĕрле йĕркелесе 2009 çулччен ертсе пынă. 2006 çулта коллектив пуçласа халăх ансамблĕ ята тивĕçнĕ. Кăçал илемçĕсем пиллĕкмĕш хут çак ята хÿтĕленĕ.

Владимир Ефимович – Пелепей хулинчи чи малтанхи чăваш общество деятелĕсенчен пĕри, К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш культура центрĕ йĕркеленĕ çĕре хутшăннă, Чăван наци конгресĕн 2-мĕш съезчĕн, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн 1-мĕш тата 2-мĕш съезчĕсен делегачĕ пулнă. Вăл – Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникĕ. Чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, Пушкăртстан Республикипе Чăваш Республики хушшинчи культура çыхăнăвĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçсем тунăшăн Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин, Пушкăртстан Республикин Культура министерствин, ПР Вĕрентÿ министерствин, çавăн пекех Пелепей район администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. 2019 çулта ăна чăваш халăх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысланă.

Кирек мĕнле арçыннăн ĕçри çитĕнĕвĕ çемье ăшшинчен, арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне ăнланнинчен нумай килет. Ку енĕпе Владимир Ефимовичпа Сания Махмутовнан пурнăç çулĕ телейлĕ те çутă пулнă темелле. Вĕсем 1970 çулта пĕрлешсе икĕ хĕр, Натальяпа Елена, çитĕнтернĕ, вĕсене тĕрĕс те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те, 2024 çулта Сания Махмутовна пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Питĕ те уçă кăмăллă, сăмаха шухăшласа та витĕмлĕ калаçакан, интеллигентлă, тĕрĕслĕхшĕн çунакан çынччĕ вăл. Чылай çул хушши Пелепей районĕнчи вĕрентекенсен профсоюз организацине ертсе пычĕ, каярах Раççейри коммунистсен партийĕн Пелепейри уйрăмĕн секретарĕ пулчĕ.

– Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнă эпир. Вăл юнашар çукки маншăн пысăк çухату. Ăна аса илмесĕр пĕр кун та иртмест. Тавах ачасене мана йывăр вăхăтра тĕрев панăшăн, – кăмăлне хытарса калаçать ветеран.

Хĕрĕсем иккĕшĕ те ашшĕн çулне суйласа илнĕ. Елена Владимировна – искусствоведени кандидачĕ, фортепьяно класĕпе преподаватель пулса ĕçлет. Наталья Владимировна Ĕпхÿри А.Искужин ячĕллĕ музыка шкулĕнче ачасене пĕлÿ парать. Вĕсем иккĕшĕ те Ĕпхÿри Загир Исмагилов ячĕллĕ патшалăх академинче пĕлÿ илнĕ. Андрейпа София мăнукĕсем те кукашшĕн çулĕпех кайнă, вĕсене те юрă-кĕвĕ тĕнчи тыткăна илнĕ. Паллах, паянхи кун вĕсем Владимир Ефимовичшăн пулăшакан та, кулленхи пурнăçа илем кÿрекенсем те пулса тăраççĕ.

Çапах та юратнă ĕç манăçа тухмасть. Çулĕсене пăхмасăр Владимир Гордеев çĕнĕ сăвă-кĕвĕсем çырать, куçару ĕçĕпе киленсе пурăнать. Эпир те ăна çавра çулпа саламласа çак ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх, çывăх çынсен сум-хисепĕпе савăнса пурăнма сунатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей хули.

«Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулнă»
«Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулнă»
«Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулнă»
«Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулнă»
«Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулнă»
«Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулнă»
«Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулнă»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас