Урал сасси
+10 °С
Ясно
Юбилей
2 Октября , 04:00

Пурнăç çулĕ çинче çур ĕмĕр симĕс çутă çуннă

Пелепей районĕнчи Алексеевка ялĕнче пурăнакан Анатолий Николаевичпа Людмила Ефремовна Овчинниковсен çулталăк вĕçĕнче пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитет. Мăшăрăн шăпинче паллă кунсем пур: иккĕшĕ те 1952 çулхи октябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă, 1960 çулта Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи шкула пĕрремĕш класа кайнă, 1976 çулхи декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕрлешнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пурнăç çулĕ çинче çур ĕмĕр симĕс çутă çуннăПурнăç çулĕ çинче çур ĕмĕр симĕс çутă çуннă
Пурнăç çулĕ çинче çур ĕмĕр симĕс çутă çуннă

Светофорăн симĕс çуттине астăваççĕ…

Людмила Ефремовна Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче, Анатолий Николаевич Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи вĕрентекенсен çемйинче çуралнă. Вăхăт иртсен арçын ачан ашшĕпе амăшĕ Ярмулай ялне таврăннă.
Шкул çулĕсем хăвăрт иртсе кайнă. Çамрăксем пĕр-пĕринпе студент çулĕсенче кăсăкланма пуçланă: Людмила Пелепейри педагогика училищинче, Анатолий ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Иккĕшĕ те канмалли кунсенче тăван килĕсене таврăнса çÿренĕ, ялти клубра тĕл пулнă, туслашма пуçланă.
Ун пирки Людмила Ефремовна: «Çитĕнме пуçларăмăр», – тесе ăнлантарса парать.
1972 çулта Анатолий ял хуçалăх машинисен механикĕ, Людмила пуçламăш классен вĕрентекенĕ специальноçсене алла илнĕ. Çав çулах кĕркунне каччă салтак атти тăхăнать, çамрăк хĕре направленипе Пишпÿлек районĕнчи Калинин шкулне (Ермолкино ялĕ) ĕçлеме ярăççĕ.
Анатолий хĕсметрен таврăнсан Ĕпхÿри ял хуçалăх институтне (халĕ Пушкăрт патшалăх аграри университечĕ) инженер-механик факультетне вĕренме кĕнĕ. Каччи хыççăн Людмила та Ĕпхÿ хулине куçса кайнă, УМПО завочĕн ача садне ĕçлеме вырнаçнă.
1976 çулхи декабрь уйăхĕнче çамрăксем мăшăрланнă кун Черниковка районĕнчен Тĕп пасар çывăхĕнчи ЗАГС патне çитиччен çул тăршшĕпе светофорсен симĕс çути çуннă.
«Симĕс çутă тĕлне çеç пултăмăр, нихăçта та чарăнса тăман. Çакăн пек ырă паллă пулчĕ пирĕншĕн», – пĕр харăс иккĕшĕ те калаççĕ Овчинниковсем.
Хăйсен туйне лайăх астăваççĕ – савăнăçлă иртнĕ! Пĕр курсра вĕренекен юлташĕ асăнмалăх гравировка тунă парне те сыхланса юлнă.
Пурăнан пурнăçри çул çинче мăшăрăн хутран-ситрен хĕрлĕ çутă та пулкаланă, анчах та ăс-тăн, ашшĕ-амăш вĕрентни симĕс çула кĕтсе илме пулăшнă.

Ачаранах ĕçе хăнăхнă

Людмила Ефремовнăпа Анатолий Николаевич ашшĕ-амăшĕнчен ĕçченлĕх, яваплăх тата тăрăшулăх евĕр паха енсене ăша хывнă. Хăйсен пурнăçĕнче те нумай ĕçленĕ, ачисене те ĕçе вĕрентнĕ.
Анатолие институт хыççăн Пелепей районĕнчи «Белебеевский» совхоза (халĕ Баженово ялĕ) направленипе тĕп инженер пулса ĕçлеме янă. Людмила Ефремовна вырăнти ача садне ĕçлеме вырнаçнă, кунтах пĕчĕк ывăлĕ те çÿреме пуçланă.
Çамрăк инженера ялсене газ кĕртме шанса панă. Çак ĕçе вăл аван пурнăçланă, çавăнпа та Овчинниковсем газ кĕртекен пĕр хуçалăхран теприне пурăнма куçса çÿренĕ. Пелепейри совхозран çемье «Коммунизмшăн» (халĕ Пахарь ялĕ): Пятилетка, Казанлă-Тамак, Анненково, Сиушка ялĕсене газ пăрăхĕсем тăснă çĕре куçнă.
Овчинниковсем Алексеевка ялне 1988 çулта совхоз-техникум директорĕ Владимир Никитин чĕннипе килсе яланлăхах юлнă. Анатолий Николаевича Алексеевка, Рассвет, Кирилловка, Çирĕклĕ, Марьян ялĕсене газ кĕртме шанса панă. Людмила Ефремовна Алексеевка ялĕнчи шкулта кĕçĕн класри ачасене вĕрентнĕ. Вăл районтан пĕрремĕш пулса Санкт-Петербургри Н. А. Зайцевăн курсне лекнĕ тата ир вулама «Зайцев кубикĕсем» тата шутлама «Стосчет» системăсене пурнăçа кĕртнĕ.
Людмила Ефремовна пысăк наградăсене тивĕçмен, анчах та тăрăшса та тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн хăйне ертÿçĕсем панă Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене типтерлĕн упрать. Преми панăшĕн, кулленхи ăнăçусемшĕн савăннине ăшшăн аса илет.
Анатолий Николаевич çарти тата политика ĕçĕнче тухăçлă тăрăшнăшăн панă Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене хаклать, упрать. Питĕрех те Варшава договорĕн çĕршывĕсем валли сержант йышне хатĕрленĕшĕн СССР оборона министрĕ, А.А. Гречко маршал панă Тав çырăвĕпе мăнаçланать.
Хăй пурнăçĕнче вăл виçĕ çул фермер та пулса ĕçленĕ, аллăшар пин тонна тыр-пул элеватора турттарнă. Хуçалăх юхăнсан ĕнерхи инженер горторга механик пулса ĕçлеме вырнаçнă, ПМКра, Пелепейри çыхăну уйрăмĕнче 2016 çулччен тăрăшнă, çавăнтанах тивĕçлĕ канăва кайнă.

Ачисемпе мăнукĕсем савăнтараççĕ

Ылтăн мăшăр сăмахĕсем тăрăх пурнăçри чи савăнăçлă самантсем ачисем, мăнукĕсем çуралнипе тата вĕсен туйĕсемпе çыхăннă.
– Халăх йăли-йĕркисене тĕпе хурса тăван-хурăнташсемпе савăнăçлă туйсем ирттертĕмĕр…
Ачасем пире пысăк нуша кăтартман, ĕçчен та тăрăшуллă ÿсрĕç, шкулта лайăх вĕренчĕç, – каласа парать нумай ача амăшĕ.
Андрей ывăлĕ (1977 ç) Пелепейри машина тăвакан техникумра вĕренсе тухсан Ĕпхÿ хулине кайнă, психологипе кăсăкланса Шолохов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн филиалĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Республикăри коррекци центрĕнче ĕçленĕ. Халĕ çемйипе Мелеуз хулинче пурăнать, хăйĕн специальноçĕпе тăрăшать.
Юрий (1981 ç) Пелепейри 1№ гимназире вĕреннĕ. Пиллĕкмĕш класран пуçласа Алексеевка ялĕнчен шкула çуран çÿренĕ. Унтан Череповец хулинчи радиоэлектроникăн çар инженери институтне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Вăрттăн служба ĕçченĕ пулнă, халĕ тивĕçлĕ канура.
Тахçантанпах кĕтнĕ Олеся хĕрĕ 1984 çулта çут тĕнчене килнĕ. Вăл амăшĕ пекех Пелепейри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Качча тухса ашшĕпе амăшне пĕрремĕш мăнук парнеленĕ. Унтан Мускаври суту-илÿ институтĕнче пĕлÿ пухса хăй бизнесне уçнă. Паянхи кун тĕлне Овчинниковсене тăватă мăнук пурри савăнтарать.
Пĕрремĕш мăнукĕ Данила вăрах вăхăт кукашшĕ-кукамăшĕпе ирттернĕ. Тăхăр çултан парăс спорчĕпе (серфинг) кăсăкланнă. Мĕн пĕчĕкрен мал ĕмĕтлĕ, дициплинăна пăхăнакан, ĕçчен пулса ÿснĕ. Çакă ăна спортра пысăк çитĕнÿсем тума май панă.
– Çуллахи вăхăтра ушкăнпа Нугуш водохранилищине тренировкăсене кайнă пулсан, хĕлле ачасем хирте тренировка ирттернĕ. Март уйăхĕнчен пуçласа кăнтăр енчи хуласенче серфингпа Раççей ăмăртăвĕсем иртнĕ. Данила тăватă çул тăршшĕ хăй ÿсĕмĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çавăншăн ăна «Артек» ача-пăча лагере кайма путевка панă. Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче Италире, Испанире çĕршыв чысне хÿтĕленĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă. Шкул хыççăн Санкт-Петербурга тухса кайнă, Петров коммерци училищинчен вĕренсе тухнă, анчах суйласа илнĕ специальноçпа ĕçлемен. Хальхи вăхăтра Хусан хулинче пурăнать, маркетолог пулса тăрăшать, – мăнаçланса каласа парать мăнукĕ çинчен кукамăшĕ.
Ытти мăнукĕсем те аслашшĕ-асламăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.
Аллă çул хушшинче Овчинниковсен çемйинче чăвашсем те, вырăссем те, мордвасем те, пушкăртсемпе тутарсем те пĕрлешнĕ. Пурте пĕрле пухăнсан çемьере вырăсла калаçаççĕ. Людмила Ефремовнапа Анатолий Николаевич хăйсем çеç юлсан чăвашла пуплеççĕ. Ачисем тăван чĕлхене ăнланаççĕ, анчах та калаçмаççĕ.
Çемьере шайлашулăх хуçаланать. Çакă упăшкипе арăмĕ Тараса çăлтăрĕ айĕнче çуралнипе çеç çыхăнман. Пĕрле вăрах пурăнни пур пулăма, ĕçе виçсе, шухăшласа тума хăнăхтарнă.

Ĕмĕтсем çинчен

Пĕтĕмĕшле илсен ĕмĕтсем пурнăçа кĕнĕ темелле.
– Совет самани вăхăтĕнче вĕренсе тухма, лайăх ĕçлеме, çемье чăмăртаса, ачасене çуратса тивĕçлĕ çынсем çитĕнтерме ĕмĕтленнĕ. Çак енĕпе пирĕн пурте ăннă теме пулать, – йăл кулса хуравлать Людмила Ефремовна. Мăшăрĕ те унпа килĕшсе пуçне сулчĕ.
Овчинниковсем хăй вăхăтĕнче совхоз уйăрса панă çуртра пурăнаççĕ, ăна хăйсене кирлĕ пек ункайланă. Пахчи пур, ĕмĕр тăршшĕ выльăх-чĕрлĕх усранă, пысăк хуçалăх илсе пынă. 1990 çулсенче çавна пула пурăнма пултарнă та, мĕншĕн тесен уйăхĕ-уйăхĕпе ĕç укçи тÿлемен. Алла укçа-тенкĕ илесси çинчен ĕмĕтленнĕ.
– 1994 çулхи Çĕнĕ çул çитес умĕн сентябрь уйăхĕшĕн ĕç укçи кĕтеттĕмĕр… Пирĕн ĕçтеш Пелепей хулине пĕтĕм коллективăн ĕç укçине илме ирхине ирех тухса кайрĕ. Кунĕпе черетре тăнă хыççăн укçа-тенке 18.00 сехетре илсе килчĕ. «Чĕрĕ» укçана илнĕскерсем мĕн те пулин тутлине туянас тесе хулари пасара, лавккасене тухса кайрăмăр. Анчах та вĕсем çак вăхăт тĕлне хупăнса ĕлкĕрнĕччĕ. Çапла майпа апат-çимĕçсĕр пулсан та укçаллă пултăмăр. Киле таврăнса аш-какай фаршĕ, хĕл валли хатĕрленĕ хăяр-помидор, салат, улма-çырла компочĕн банкисене илтĕмĕр те Пелепей хулинче пурăнакан тантăш патне Çĕнĕ çул уявĕ кĕтсе илме тухса кайрăмăр, – аса илет кил хуçи арăмĕ.
Кил таврашĕнчи пахчара Овчинниковсем тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла, тĕрлĕ тĕслĕ хурлăхан тĕмĕсем, пан улми, груша тата ытти çырла йывăççисем ÿстереççĕ. Вун тăхăр сотăй çĕр лаптăкĕ çинче пурин валли те çиттĕр тесе çĕр улми лартаççĕ.

Чун киленĕçĕ

Людмила Ефремовна маларах чăваш тата вырăс чĕлхисемпе сăвăсем çырнă, «Урал сасси» хаçатра пичетленнĕ.
Юлашки вăхăтра хавхалану туйăмĕ час-часах килмест, юн пусăмĕ хăпарать. Алексеевка ялĕнчи клубри хăйпултарулăх ушкăнне хаваспах çÿренĕ, час-часах хор ушкăнĕ районти концертсене, Сабантуйсене хутшăннă. Щит евĕрлĕ пара операци тунă хыççăн тек юрлама май килмен.
Çамрăкранах çыхма юратнă: лавккасенче ача-пăча тумтирĕ пулман чух кофта, калпак, йĕм çыхнă… Халĕ эрешлĕ тапочкăсемпе алсасем çыхать, ачисене, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене парнелет.
Хĕрарăм чечексем ÿстерссипе те киленет. Çуркуннерен пуçласа мĕн юр лариччен Овчинниковсен пахчинче гиацинтсем, нарциссем, тюльпансем, астрăсем, пĕр çулхисенчен пуçласа нумай çул ÿсекеннисем таран улшăнса тăраççĕ. Хĕл валли пахча çимĕç, салат-компот хатĕрлесси вара хăй уйрăм калаçу. Çемьере аннепе асанне-кукамайăн икерчине, хуран куклине пурте кăмăллаççĕ.
Анатолий Николаевич Пелепейри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ чухне Н. П. Овчинникова (паллă пианистăн Владимир Овчинниковăн амăшĕ – авт.) ертсе пыракан хора çÿренĕ. Студентпа педагог пĕр пек хушаматлă çеç пулсан та юрă юрлама юратни вĕсене кĕске вăхăта пĕрлештернĕ. Хăш чухне Анатолий алла кармун тытса пĕчĕк мăнукне кĕвĕ каласа савăнтарать. Тата кил хуçи пулă тытма кăмăллать.
Очинниковсен çамрăк чух хуçалăх тытнипе çул çÿревсене сахал тухса çÿренĕ, анчах та ачисене вĕрентсе кăларнă. Çакăншăн вĕсене тав туса Олеся хĕрĕпе кĕрÿшĕ тинĕс хĕрне Турцие, Египета илсе çÿреççĕ.

Пурнăçра мĕн улăштарнă пулăттăр?

Мăшăрсем иккĕшĕ те пурнăç шăпипе çырлахнине пĕлтерчĕç – атте-анне пулнă, профессире те ăнăçнă. Çапла пулсан та Людмила Ефремовна ача чух хирург-тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ, ашшĕпе амăшĕ пурнăçран ир уйрăлса кайнипе ĕмĕтне пурнăçа кĕртеймен. Медицина енĕпе йăмăкĕ кайнă, Ĕпхÿ хулинче онколог пулса ĕçленĕ, «РФ тава тивĕçлĕ тухтăр» ята тивĕçнĕ.

Çамрăк çемьесене сĕнÿ

«Ĕçчен та чăтăмлă пулни тата пĕр-пĕрин пĕлтерĕшлĕ мар йăнăшĕсене каçарма пĕлни çемьене сыхласа хăварма пулăшать. Пурнăçра тĕрлĕ килсе тухать, ялан яка та тикĕс пулмасть, анчах та ачасене юнашар аттепе анне пурри кирлĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, мирлĕ пурнăç, ырăлăх та телей сунатпăр», – теççĕ Овчинниковсем.

Любовь ИВАНОВА.
Пелепей районĕ, Алексеевка ялĕ.

Автор:Инга Алексеева