Урал сасси
+2 °С
Облачно
Юбилей
3 Октября , 06:00

Иртнине паянхипе çыхăнтаракан «кĕпер» хуçи

Кашни халăхăн вăйĕ – хамăр йăх-несĕле асра тытнинче. Çемье историйĕ вăл – пĕтĕм çĕршыв историйĕ. Ĕпхÿ хулинче пурăнакан стоматолог тухтăр, доцент, медицина наукисен кандидачĕ Петр Петров çак шухăша пурнăçа кĕртме пултарнă: вăл Раççейре чи пысăк ăру-тăванлăх йывăççи хатĕрленĕ. Çакăншăн ăна Раççейри, ун хыççăн Европăри рекордсен кĕнекисене кĕртнĕ.

title
Иртнине паянхипе çыхăнтаракан «кĕпер» хуçиИртнине паянхипе çыхăнтаракан «кĕпер» хуçи
Иртнине паянхипе çыхăнтаракан «кĕпер» хуçи

Петр Иванович 1956 çулхи сентябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче çуралнă. Йăмранри сакăр класлă шкула пĕтернĕ хыççăн Ĕпхÿри 1№ медицина училищинчи фельдшерсен уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Унта тăватă çул тăршшĕ, 1972-1976 çулсенче, пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн икĕ çул Карабашри фельдшер пунктĕнче заведующий пулса ĕçленĕ. 1976-1978 çç Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă.
Çартан таврăннă хыççăн Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн стоматологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Унта 1978-1983 çулсенче професси ăсталăхне туптанă. Институтра вĕреннĕ çулсенче ăна «Лайăх вĕреннĕшĕн» паллăпа чысланă. «Медикс» институт хаçачĕн штатра тăман корреспонденчĕ пулнă. Вĕреннĕ вăхăтра куçăн мар мелпе халăх ÿнер искуствин фото тата киноискусство факультетĕнче пĕлÿ илнĕ.
Ĕç биографине 1983 çулта пуçланă. 1983-1988 çулсенче Ĕпхÿ хулинчи 3-мĕш ача-пăча стоматологи поликлиникинче шăл тухтăрĕ, 1988-1991 çулсенче Пушкăрт патшалăх медицина университетчĕн ортопеди стоматологийĕн кафедринче ассистент пулса ĕçленĕ.
1991 çулта Мускаври Н.А. Семашко ячĕллĕ медицина стоматологи институтне аспирантурăна вĕренме кĕнĕ, 1994 çулта кандидат диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. 1994-2003 çулсенче ассистент, 2003-2010 çулсенче Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнче ортопеди стоматологи кафедрин доценчĕ пулса ĕçленĕ. 2013 çулта Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн диплом хыççăнхи вĕрентÿ институчĕн стоматологипе янах шăммипе хирургийĕн кафедрине, халĕ ортопеди стоматологийĕн кафедрине, доцент пулса ĕçлеме куçарнă.
Петр Иванович – 90 ытла пичетлесе кăларнă наука ĕçĕн авторĕ, çав шутра: 1 монографи, 12 наукăпа методика ĕçĕпе пособийĕ тата 2 патент.
2013-2020 çулсенче университетра вăй хунипе пĕрлех П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче учитель пулса ĕçленĕ, таврапĕлÿ енĕпе тĕпчев ĕçĕсене ертсе пынă. Вĕсем пĕр хутчен çеç мар хула тата республика конкурсĕн призерĕсем пулнă.
Çавăн пекех вăл ПР Психологсен ассоциацийĕн, Профессиллĕ психотерапевтсен Лигин пайташĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн членĕ.
Унăн ăслăлăх шыравĕн тĕп енĕсем – генеалоги, краеведени. Паянхи куна вăл хатĕрленĕ ăру-тăванлăх йывăççине 99 пине яхăн çын кĕнĕ. Вăл Петровсен йăхĕнче 200 ытла çул пулнине, архив докуменчĕсенче вĕсем пирки пуçласа 1673 çулта çырнине палăртнă. Мăн аслашшĕсем çинчен материалсем пухнă май вăл тăванĕсенчен ыйтса пĕлнипе çеç çырлахман, Раççейри авалхи актсен патшалăх архивĕнчи, Пушкăртстан Республикин Наци архивĕнчи, Эрĕнпур облаçĕн патшалăх архивĕнчи, Пушкăртстан Республикинчи Халăхсен гражданла акчĕсен çыравĕсен управленийĕнчи тата ытти архив докуменчĕсене тĕпчесе пĕтĕмлетнĕ. Палăртнă çынсен шучĕпе Петр Петровăн ăру-тăванлăх йывăççи хăйне евĕрлĕ, 2017 çулта «Пĕр çыраканăн чи вăрăм йăх-несĕлĕ» категорире Раççей рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ. Çак кăтартупа П.И. Петровăн генеалогийĕ Европăри рекордсен кĕнекине те кĕнĕ.
Петр Иванович хатĕрленĕ ăру-тăванлăх йывăççине нумай хутчен «Вся Уфа», «БСТ», «Россия-24», «Life», «Спутник-FM», «Уфагоробрнадзор» интернет хаçатра, «Комсомольская правда» хаçатра паллаштарнă. Çавăн пекех вăл «Сам себе режиссер» телекăларăмра, 2002, 2004, 2009 çулсенче «Слабо» конкурссенче çĕнтерÿçĕ пулнă.
Генеалоги тĕпчевĕсем енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн П.И. Петрова республика конкурсĕнче «Йăх-несĕле тĕплĕн тĕпченĕшĕн» (2009 ç), «Чи тарăн тымарлă шежерешĕн» (2010 ç) номинацисенче республика конкурсĕн II степень лауреачĕн дипломĕпе, Чăваш наци конгресĕн Тав çырăвĕпе (2013 ç), регионсен хушшинчи йăх-несĕл йывăççисен конкурсĕн çĕнтерÿçин дипломĕпе (2014 ç) чысланă.
Нумай çул тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн тата профессири çитĕнÿсемшĕн Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Президиумĕ Петр Петрова Н.В. Никольский ячĕллĕ 3 степень орденĕпе, П.М. Миронов ячĕллĕ асăну медалĕпе (2016 ç), РФ Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп хучĕпе (2022 ç), «Медицинăпа сывлăх сыхлавĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа (2024 ç) наградăланă.
Петр Иванович медицинăна та, наукăпа педагогикăна та, ÿнерпе хăйсен тымарĕсене юратнине ăнăçлă пĕрлештерме пултарнă çын. Унăн ăру-тăванлăх йывăççи ятсене çырса тухнă ахаль список çеç мар, хамăра тата халăха лайăхрах ăнланма пулăшакан «кĕпер».
Игорь ПЕТРОВ, Чăваш наци
ăслăлăхпа ÿнер академийĕн
Уралçум филиалĕн ертÿçи.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Надежда Родионова