Урал сасси
+5 °С
Облачно
Юбилей
8 Октября , 04:00

Вĕрентекен, общество хастарĕ, йăла-йĕрке управçи

Унăн пурнăçĕ тĕрлĕ вăхăтпа вырăна пĕрлештерет тейĕн: тăван ялĕнчи ачалăх, Шупашкар хулинчи студент çулĕсем, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче, гимназире, «Урал сасси» хаçат редакцийĕнче ĕçлени тата нумай çул хушши культура пĕрлĕхне ертсе пыни. Çаксене пурне те пĕр тĕп япала – тăван чĕлхемĕрпе культурăна тата çуралса ÿснĕ çĕр-шыва юратни çыхăнтарса тăрать. Шăпах çакăн пек çын вăл Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕн вĕрентекенĕ Алексей Анатольевич Емельянов. Çак кунсенче вăл 50 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Вĕрентекен, общество хастарĕ, йăла-йĕрке управçиВĕрентекен, общество хастарĕ, йăла-йĕрке управçи
Вĕрентекен, общество хастарĕ, йăла-йĕрке управçи

Вăй парса тăракан тымарсем

Алексей Емельянов сăваплă та пархатарлă Пушкăртстан çĕрĕ çинчи Пишпÿлек тăрăхне кĕрекен Кистенлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйинче аслисене хисеплесси, пулăшасси ахаль сăмах çеç мар, кулленхи пурнăç пулнă. Амăшĕ доярка пулса ĕçленĕ, ашшĕ малта пыракан механизатор пулнă, бригадирта тăрăшнă. Емельяновсем тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсене пĕлÿ панă, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Алёша çемьере кĕçĕн ывăл пулса çитĕннĕ. Ачисем ашшĕ-амăшне мĕн пĕчĕкренех хуçалăхри ĕçсене тума пулăшса пынă. Арçын ача ултă çултах ĕне сума пĕлнĕ, уроксем хыççăнах уй-хире ашшĕ патне васканă. Вăл виççĕмĕш класранах «Кировец» трактора шанчăклăн тытса пыма пĕлнĕ, ÿсерехпе техникăна сÿтсе пуçтарма вĕреннĕ, тимĕре шăратса çыпăçтарас ĕçе алла илнĕ, йывăçран тĕрлĕ япала ăсталама юратнă.
Анчах тĕп вырăнта ĕç çеç пулман. Çемьере ашшĕпе амăшĕ, вĕсем хыççăн ачисем те юрлама, ташлама ăста пулнă. Тĕпренчĕкĕсем мĕн пĕчĕкрен юрласа, ташласа, чăвашла калаçса тăван чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркесене хисеплесе ÿснĕ. Çемье пуçĕ техникăна çеç мар – вырăс, тутар, пушкăрт чĕлхисене те лайăх пĕлнĕ, пур çынпа та пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Çак сисĕмлĕх, уçă кăмăллăх ачисене те, çав шутра Алексее те, куçнă. Шкулта та ача тăрăшса, «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Уйрăмах физкультурăпа НВП тата математикăпа юрă урокĕсене кăмăлланă, сочиненисене те ăста çырнă. Йĕлтĕрпе, ахаль чупас енĕпе районти ăмăртусене хутшăнса пĕрре мар малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Чун туртни

Кистенлĕри вăтам шкулта 11 класс пĕтернĕ хыççăн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама вăхăт çитнĕ. Çартан таврăнсан вĕрентекен пулас шутпа шурă тумлă Шупашкар хулине кайса И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. Чăваш чĕлхине тарăннăн вĕреннипе пĕрлех халăх ташшисен методисчĕ специальноçа та алла илнĕ. Çак йышăнăва тума çемьере тăван чĕлхене юратма вĕрентни тата Марина аппăшĕ унта вĕренни витĕм кÿнĕ.
Студент çулĕсем лекцисемпе кăна мар, тĕрлĕ ăслăлăхпа практика конференцийĕсенче докладсем вуланипе, митингсене хастар хутшăннипе, университетри уявсемпе, паллă çынсемпе тĕлпулусем ирттернипе асра юлнă. Алексей Анатольевич каланă тăрăх, вĕсене питĕ вăйлă чĕлхеçĕсемпе литература ăстисем, чăн-чăн чăваш элити, вĕрентнĕ. И.А. Андреев, Н.И. Егоров, В.И. Сергеев, Н.П. Петров, Г.И. Федоров, Е.С. Сидорова профессорсем, пирĕн ентеш З.И. Григорьев балетмейстер, В.В. Андреев, Г.И. Воронцов доцентсем, Петĕр Яккусен (А.А. Емельяновăн ăна халалласа çырнă сăвви те пур) тата Е.П. Чекушкина (Елен Нарпи) поэтсем, В.А. Абрамов литература тĕпчевçи тата ытти ăсчахсем вуланă лекцисемпе хăнăху занятийĕсем ĕмĕрех асра юлнă. Пилĕк çул сисĕнми иртсе кайнă. 2001 çулта вăл аслă шкула хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ.
– Уйрăмах пултаруллă вĕренекенсене университет ректорĕ Л.П. Кураков хăй диплом пачĕ, алăсене хыттăн чăмăртаса чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлевăн ĕçне малалла тăсма пиллерĕ, çакă мана тăван халăхшăн тата та ытларах тăрăшса ĕçлеме хавхалантарчĕ, – аса илет Алексей Анатольевич.
Алла диплом илнĕ çамрăк специалист умĕнче пур ăслăлăх малашлăхĕ те уçăлнă. Пултаруллă студента аспирантурăна хăварнă. Çапла вăл университет пĕтернĕ çулах куçăн мелпе аспирантурăна вĕренме кĕнĕ, вĕреннĕ вăхăтрах Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн этнологипе антропологи уйрăмĕнче кĕçĕн наука сотрудникĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Ăслăлăх институтне ĕçе вырнаçсанах ăна чăваш мифологийĕн икĕ томлă словарьне хатĕрлеме шанса панă. Паллă академиксен ĕçĕсене тĕпчесе вăл кĕске вăхăт хушшинчех мифологипе çыхăннă 3 пине яхăн карточка тата пулас словарĕн пуçламăш пайне çырса хатĕрленĕ. Кандидат минимумне те пурнăçланă, диссертацине хÿтĕлесси те нумай тăрса юлман, анчах йăх-несĕл туртăмĕ Пушкăртстанра ÿснĕ çамрăка 2003 çулта каялла тăван тăрăхне çавăрса килнĕ.
– Чăваш Енре вĕренсе пĕр хушă унтах ĕçлесе пурăннă пулсан та – чун-чĕремпе, шухăшăмсемпе эпĕ яланах тăван çĕршывăмра пулнă, – тет Алексей Анатольевич хăйĕн йышăнăвĕ пирки. – Чăваш мифологи словарĕ вара унтанпа çирĕм çул иртсен çеç кун çути курма пултарчĕ. Ăна ăсчахсен пысăк йышĕ хатĕрлесе кăларчĕ. Этнологипе антропологи уйрăмĕн ертÿçи Г.Б. Матвеев мифологи словарьне хатĕрлесе кăларас ĕçре эпĕ тĕпчесе çырнă ĕç те пысăк пулăшу панине палăртса хăварчĕ.

Тăван çĕр çинче

Тăван тăрăхне таврăнсан Алексей Анатольевич Пелепей хулинчи чăваш гимназине чăваш чĕлхипе литературин учителĕ пулса вырнаçнă. Кăшт каярах, 2005 çулта ăна «Урал сасси» хаçат редакцине тĕп редактор çумĕ-яваплă секретарь пулса ĕçлеме чĕннĕ. Çак тивĕçе унран маларах пурнăçланă В.М. Петров çемйипе Шупашкара куçса кайма пуçтарăнсан А.А. Емельянова хăй ĕçленĕ вырăна шанса хăварнă. Унпа пĕрлех 2005-2012 çулсенче Пелепей хулипе районĕнчи К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш культура пĕрлĕхĕн председателĕ тата Пелепей районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕн çумĕ пулнă. Çак вăхăт хушшинче ПР Культура тата Вĕрентÿ министерствисем, хулапа районти вĕрентÿ тата культура уйрăмĕсем ирттернĕ пур мероприятине те – К.В. Ивановăн, Ухсай Яккăвĕн, Ф.Н. Вуколов-Эрликĕн юбилейĕсене йĕркелесе ертсе пынă, С.Т. Аксакова халалланисене те яланах хутшăннă. Ачасемпе çамрăксен «Силпи асамачĕ» поэзи фестивальне çĕнĕрен пуçарса янă, «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕ, Нартукан, Улах хатĕрлесе сцена çине тухнă. Алексей Анатольевич мăшăрĕпе (вăл та педагог пулса ĕçлет – авт.) пĕрле хулари Тĕп культура керменĕн, «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн сцени çинче тĕрлĕ сценарисем хатĕрлесе ертсе пынă, юрланă, сăвăсем вуланă. Регионсем хушшинчи фестивале ертсе пынă май Пелепей районĕ ятĕнчен «Катюша» юрра пĕччен юрласа пурне те тĕлĕнтернĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикинчи, Тутарстанри делегацисене пĕрре мар кĕтсе илнĕ. Хăй те делегаци йышĕнче Шупашкар, Ĕпхÿ хулинчи тĕрлĕ съездсене, пухусене хутшăннă. Администратор пулнă май, Чăваш Енрен Пушкăртстана концертсемпе килекен юрăçăсемпе ташăçăсене тата театр артисчĕсене май пур таран пулăшнă. Халĕ те культура пурнăçне хастар хутшăнать.
Алексей Емельянов – Пушкăртстанри «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн хастар пайташĕ. Унăн сăввисем Пишпÿлек районĕн «Çутă çул» хаçатĕнче кун çути курнă, паянхи кун «Урал сасси», Тутарстанра тухса тăракан «Сувар» хаçатсенче, «Тăван Атăл» журналта пичетленеççĕ. 2004 çулта пултаруллă сăвăç «Хавхалану çăлкуçĕсем» поэзи фестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă. Унăн сăввисемпе ачасем те тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ.

Вĕрентекен тата наставник

Чăваш чĕлхин аслă категориллĕ вĕрентекенĕ паянхи кунчченех гимназире тăрăшать. 2008-2012 çулсенче вăл гимнази директорĕ пулса ĕçленĕ. Çак çулсем шăпах оптимизаци вăхăчĕпе тÿр килнĕ, çăмăл мар вăхăт пулнă.
– Апла-и, капла-и, тăрăшса ĕçлерĕмĕр, чăваш чĕлхи сехечĕсене те сыхласа хăварма пултартăмăр, – аса илет çав çулсене вĕрентекен.
Халĕ вăл пилĕк предмет – чăваш чĕлхи, чăваш литератури, ОБЗР (хăрушсăрлăхпа Çĕршыва хÿтĕлес никĕс, НВП), физкультура тата ĕç урокĕсене вĕрентет. Учитель ĕçĕ шăнкăравпа çеç вĕçленмест. Тĕрлĕ олимпиадăсемпе ăмăртусене хатĕрленесси, вĕсене хутшăнма заявкăсем çырасси, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ патне шăнкăравласси – çаксем пурте вĕрентÿпе воспитани процесĕн пĕр пайĕ, анчах вĕсене ытларах килте пурнăçлама тивет. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле вăл республикăри наукăпа практика конференцийĕсене, олимпиадăсене хутшăнать. Гимназире «Иванов вулавĕсем», «Ухсай вулавĕсем», Чăваш чĕлхипе Чăваш тĕррин кунĕсем иртеççĕ. Пĕтĕмлетĕвĕсем вара чуна хавхалантараççĕ. Вăл вĕрентнĕ ачасем ялан тенĕ пекех пĕрремĕш е парнеллĕ вырăнсем йышăнаççĕ. Акă, нумаях пулмасть хулара çамрăк армеецсем хушшинче «Триумф» патриотизм фестивалĕ иртнĕ. Унта чăваш гимназийĕн вĕренекенĕсем парнеллĕ III вырăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех çар пухăвĕсене (военные сборы) хутшăнма командăсем хатĕрлесси те, ирттересси те унăн тивĕçĕ. Иртнĕ çул ултă команда хатĕрленĕ.
Унăн вĕренекенĕсем предметсене çеç мар, халăхăн пĕр пайĕ пулма, хăйсен тымарĕсене пĕлме, ĕçпе культурăна хисеплеме вĕренеççĕ. Шăпах çакă ĕнтĕ вăл вĕрентекенĕн тĕп тивĕçĕ.

Çемье, йăх-несĕле малалла тăсни

Алексей Анатольевичпа юнашар шанчăклă мăшăрĕ, хĕрĕсем. Вĕсем пĕрле çемье вучахне тытса пыраççĕ, пĕрлехи ĕçе малалла тăсаççĕ. Тăван ялĕ çинчен те манса каймаççĕ, май тупăнсанах мăшăрĕн тата хăйĕн тăван килне васкаççĕ. Кунта вĕсен амăшĕсем пурăнаççĕ. Шăпах çакăнта ĕнтĕ пур япалан пуçламăшĕ те: ĕçченлĕх, ырă кăмăллăх, ыттисене пулăшни, чăвашлăхшăн ырми-канми тăрăшни.
Вĕрентекен пурнăçĕн тепĕр пайĕ – хурт-хăмăр ĕрчетесси, унпа вăл 1994 çултанпах ĕçлет. Ку вăл киленÿ çеç мар, çемье йăли-йĕркине малалла тăсни. Вĕсен йăхĕнче ашшĕ енчен те, амăшĕ енчен те пыл хурчĕсем тытса пурăннă.
Пушă вăхăтра Алексей Анатольевич пулла çÿреме, ашшĕ сывă чухне унпа пĕрле ĕçленĕ чухнехи пек, мĕн те пулсан ăсталама юратать. Çакă вăл иртнишĕн тунсăхлани мар, ăрусен çыхăнăвĕ пулса тăрать.

Тĕрĕс йышăну тата хисеп

Алексей Емельянова Тăван халăхшăн тунă ĕçĕсемшĕн, ачасене пĕлÿ парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Пушкăртстан Республикинчи Вĕрентÿ министерствин, Чăваш Енри Культура министерствин, Чăваш наци конгресĕн, вĕрентÿ управленийĕн, район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе палăртнă. Анчах та чи пĕлтерĕшли – ентешĕсем, ĕçтешĕсем, вĕренекенсем шанни, хисеплени.
Алексей Анатольевича хăй вăхăтĕнче Шупашкарти радиопа телевиденине те, Мускава та, Çурçĕре те ĕçлеме чĕннĕ, тĕрлĕ должноçсемпе проектсем те сĕннĕ, анчах вăл кунтах, тăван çĕрĕ çинче юлса тăван халăхшăн ĕçлесе пурăнма, тăван сăмахпа культурăна упрассишĕн тăрăшма тупа тунă.

Надежда РОДИОНОВА,
Пелепей хули.

Автор:Надежда Родионова