

Çак кунсенче вăл 65-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Пирĕн анне, Вера Геннадиевна Егорова, 1961 çулхи октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ял Канашне кĕрекен Петровка паççулккинче çуралнă. Халĕ ăна Петровка ялĕ теççĕ. Вăл вăхăтра поселок шутланнă. Анне çемьере икĕ аслă пиччĕшĕ хыççăн виççĕмĕш ача пулса çитĕннĕ. Пиччĕшĕсем ăна юратнă, ялан хÿтĕлеме тăрăшнă, анчах вăл хăй те питĕ хастар хĕр ача пулнă, никама та кÿрентерме паман. Пĕчĕкренех пысăк хăвăртлăхран та, çÿллĕшрен те хăраман Вера: мотоциклпа çÿренĕ, юлантупа сиккипе хăваланă. Ял çыннисем пуçĕсене çеç сулнă: «Хăй çав тери пĕчĕкскер, хăюлăхĕ вара ытлашшипех», – тенĕ. Каçсерен ытти ачасемпе пĕрле питомнике вăрттăн çырла çиме чупнă. Кукаçи, Геннадий Анисимович, унта хуралта ĕçленĕ. Курас-тăвас пулсан аннене те хытă лекнĕ, апла пулин те сада кĕмесĕр пĕр каç та иртмен. Халĕ те çав кунсене аса илсе анне кулать, шăпах çав историсенче ĕнтĕ чăн-чăн телей тет.
Çемье ăна чи кирлине вĕрентнĕ: ÿркенмесĕр, таса чунпа ĕçлеме, пĕр-пĕрне пулăшма. Хăй сăмахĕ çине тăракан ашшĕ вырăнти хуçалăхра бригадир, газ турттаракан пулса ĕçленĕ, сăпайлă та ĕçчен амăшĕ, Евгения Наумовна, тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă, килти хуçалăха тытса пынă. Кукаçипе кукамай пур ачисене те тивĕçлĕ воспитани, пĕлÿ парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Çакăн пек ĕçпе тăрăшулăх алла-аллăн пынă лару-тăрура çитĕннĕ те ĕнтĕ çирĕп кăмăллă та ырă чĕреллĕ хĕр, пирĕн пулас анне.
1985 çулта вăл Хушăлка каччине, вырăнти хуçалăхра водитель пулса ĕçлекен Юрий Егорова качча тухнă. Алексеева хушаматне Егорована улăштарсан та çавăн пекех вăйлă та хăюллă, ĕçчен хĕрарăм пулса юлнă.
Пĕрлешнĕ хыççăн çамрăксем пĕр вăхăт Хушăлка ялĕнче пурăннă, унтан Пелепей хулине куçнă. Хăй вăхăчĕпе çемьере ача сассисем илтĕнме пуçланă: малтан хĕр, унтан ывăл çураланă. Эпĕ те, шăллăм та шкул пĕтернĕ хыççăн хамăрăн малашлăха медицинăпа çыхăнтартăмăр. Ку та аннен тивĕçĕ. Вăл пирĕншĕн яланах тĕслĕх пулнă. Анне пире сăмахпа çеç мар, хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе шанчăклă пулма, кирек епле лару-тăрура та алă усмасса, яланах çынсене пулăшма вĕрентнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем çăмăл пулман. Анчах анне ун чухне те нимрен те хăраса тăман: аттепе пĕрле çурт хăпартнă, ачисене çитĕнтернĕ, сад лартнă. Çирĕп кăмăллăскерпе разведкăна та кайма пулать. Аннен лăпкăлăхĕ, çирĕп кăмăлĕ пĕтĕм çемьене куçнă, аттешĕн те вăл яланах шанчăклă тыл пулнă. Пире те унпа юнашар нимĕн те хăрушă мар.
Анне халĕ те ача чухнехи пекех канăçсăр чĕреллĕ: пĕр минут та вырăнта лармасть. Çуркунне калча акса ÿстерет, çулла пахчара тăрмашать, кĕркунне хĕл валли пахча çимĕç тăварлать, хупать. Хĕл çитсен çыхма ларать. Малтан пире валли валли алсиш-нуски çыхатчĕ, халĕ мăнукĕсене ăшă япаласем çыхса тăхăнтартать. Вĕсем унăн виççĕ. Кашнишĕн вăл кукамай-асанне çеç мар, чи çывăх тус. Пурне те итлет, ыталать, вĕрентет, юмах каласа парать.
Пирĕн çемьере кашни ир аннен «Ырă кун пултăр!» текен салам сăмахĕсенчен пуçланать. Вĕсене илсен кун çутăрах та ăшăрах пулса кайнă пек туйăнать. Хăнана килсен вара тин пиçсе тухнă техĕмлĕ апат шăршипе вăранатăн. Анне яланах кăпăшка кукăль, тутлă икерчĕ пĕçерет, вĕсен шăршине пула килте тата та хăтлăрах, çутăрах пулса каять. Çакă ĕнтĕ вăл аннен юратăвĕ, тимлĕхĕ. Ăна эпир сăмахсăрах туятпăр.
Хаклă аннемĕр, тавах сана ыйхăсăр каçсемпе ăслă канашсемшĕн, тутлă кукăльсемшĕн тата эс пурришĕн. Кашни куна сывлăх, савăнăç, вăй-хал сунатпăр. Ачусемпе мăнукусем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарччăр, мăшăру юнашар пултăр, пурнăç ырă самантсем парнелетĕр. Малашне те çавăн пекех хастар та пултаруллă пул. Эпир сана юрататпăр, санпа мăнаçланатпăр.
Юратса та пуç тайса Людмила хĕрĕ.
Пелепей хули.