«Хĕрарăм ача çуратнă, уйрăмах пĕрремĕшне, хыççăн унăн пурнăçĕ тĕпĕ-йĕрĕпе улшăнать, 180 градуса тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл чылай чухне унăн организмĕнче мĕн пулса иртнине пурне те ăнланмасть», - палăртнă Наталья Агеева.
Унăн шухăшĕпе çакна федераллă программа шайĕнче татса пама пулать, вăл обязательнăй медицина страхованийĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрĕ. Урăхла каласан медицина пулăшăвĕ парасси хĕрарăмшăн тÿлевсĕр пулмалла. «Хĕрарăма тухтăрсем тĕрĕслесе тăма ăнланмалла тата уншăн меллĕ календарь планĕ йĕркелемелле. Çав плана пăхăнса вăл 3, 6, 9 е 12 уйăхра (ача çуратнă хыççăн) тĕрлĕ специалистсем патĕнче тĕрĕслев иртмелле, сĕнÿсем илмелле, сипленмелле. Кирлĕ пулсан учета та тăмалла», - тенĕ форума хутшăнакан Пушкăртстан хĕрарăмĕ.
«Сывлăхлă ача кунĕ пек майпа усă курса Сывлăхлă анне кунне те çирĕплетме пулать. Медицина специалисчĕсем маларах палăртнă йĕркепе тин çуралнă ача амăшне медицина пулăшăвĕ çеç мар, психологи енчен те тимлесе тăрĕç. Çакна пурнăçа кĕртме тăрăшăпăр», - шантарнă Владимир Путин.
Юрий СНЕГОПАД.