-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Ведомствăра каланă тăрăх, çĕнĕ корпус 30 пин тăваткал метрлă лаптăк çинче вырнаçнă. Кунта пациентсене йышăнма диагностика кабинечĕсемлĕ уйрăм, поликлиника, операци тата реанимаци блокĕсем, рентгенохирурги, кардиохирурги уйрăмĕсем, администраци блокĕ тата препаратсем валеçмелли аптека пункчĕ уçăлĕ.
Паянхи кун вентиляципе ăшă, электричество системисене йĕркелеççĕ, шалти якату-илемлетÿ ĕçсене пурнăçлаççĕ, алăксемпе витражсене вырнаçтараççĕ.
- Операци пÿлĕмĕсенче мачча çине ятарлă консольсем, медицина аппаратурисене хускатма розеткăсем вырнаçтарнă, - хушса каланă Строительство министерствинче.