Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата саккун
10 Июнӗн 2024, 15:00

«Сывлăх поезчĕсен» тухтăрĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсемпе аптракан 1773 çынна тупса палăртнă

Апрель уйăхĕн 15 мĕшĕнчен пуçласа  июнь уйăхĕн 7-мĕшĕччен Пушкăртстанра  «Сывлăхлă республика— сывлăхлă регион» акци иртнĕ май медицина ĕçченĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ туберкулез, сахăр диабечĕ тата онкологи чирĕсен хăрушлăхне 1773  çынра тупса палăртнă.

«Сывлăх поезчĕсен» тухтăрĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсемпе аптракан 1773 çынна тупса палăртнă
«Сывлăх поезчĕсен» тухтăрĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсемпе аптракан 1773 çынна тупса палăртнă

Çакăн çинчен правительство канашлăвĕнче сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин пĕлтернĕ.

Пациентсене тепĕр хут тĕрĕслев иртме тата сипленме янă. «Сывлăх поезчĕсем» ĕçне малалла тăсĕç. Тухтăрсем июнь уйăхĕн 10-18-мĕшĕсенче Краснокам, Благовещенск, Ишимбай, Çтерлĕпуç, Янаул, Бакалă, Дуван тата Абзелил районĕсен пациенчĕсене йышăнĕç.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Здравоохранение

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: