Маларах асăннă пациента темиçе клиника йышăнма килĕшмен. Çакăн çинчен сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин социаллă сетсенче пĕлтернĕ.
Нигери çĕршывĕн çынни пилĕк ыратнипе, шăнăр туртнипе, урисене лайăх туйманнипе аптранă. Медицина ĕçченĕсем çурăм шăммин виçĕ сыппине туберкулез чирĕ аркатнине тупса палăртнă.
- Пациента пĕр вăхăтрах икĕ операци туса ирттернĕ. Малтан сурана пÿртен тасатнă, унтан сиенленнĕ çурăм шăммин сыпписене ятарлă конструкципе çирĕплетнĕ, - тесе çырнă Айрат Рахматуллин. – Çак ĕçе çурăм шăммин сыпписем пĕр-пĕринпе çыхăнччăр, хускалма чарăнччăр тата ыратма пăрахчăр тесе тунă.
Операци ăнăçлă иртнĕ, виççĕмĕш талăкра арçын ура çине тăма пултарнă. Пациентăн вăрах вăхăт сипленме тивĕ, вăл пĕтĕмпех сывалма пултарать.