-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Тĕп хулари Ленин районĕн прокуратури вырăнти хĕрарăма хирĕç уголовлă ĕçĕн айăплав актне çирĕплетнĕ. Ăна пысăк виçепе табак изделийĕсене туяннăшăн, усранăшăн, сутнăшăн айăплаççĕ.
Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче айăпланакан пĕлмен çынран маркăламан табак изделийĕсене туяннă, магазинта усраса сутнă. Унăн саккуна хирĕçле ĕçне полици ĕçченĕсем чарнă - икçĕр сакăр вунă пин тенкĕлĕх 2,3 пин сигарет пачкине туртса илнĕ.
Хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăннă. Уголовлă ĕçе Ĕпхÿри Ленин районĕнчи суда пăхса тухма янă.