-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Йĕрке хуралçисем саккуна пăсакана Саузово ялĕнчен инçе мар Староречье юхан шыв çыранĕнче асăрханă. Вăтăр икĕ çулхи ял çынни 649 рака шывран кăларнă. Çав майпа 70 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Полици ĕçченĕсем арçынран раксене тытмалли вунă капкăнне, резина киммине, автомобильне тата раксене туртса илнĕ. Ăна хирĕç саккунсăр майпа шыври биологи ресурсĕсемпе усă курнишĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Арçын тухса çÿреме юраманни çинчен алă пуснă.