-4 °С
Пӗлӗтлӗ
ПР судсен пĕрлĕхлĕ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулхи октябрь уйăхĕнче маларах автомобиль çÿретмелли правасăр тăрса юлнă ÿсĕр водитель руль умне ларса пилĕк пĕлĕшне машинăпа илсе кайнă. Аскарово – Альмухаметово – Сибай автоçул çинче автомобиле тÿнтерсе янă. Çул-йĕр инкекĕнче пĕр пассажир вилнĕ, тепри ÿт-пÿне йывăр сиенленĕ.
Арçын хăйĕн айăпне пĕтĕмпе йышăннă. Хальлĕхе приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.