Раççей Президенчĕ килти чĕрчунсене тытмалли тата хупса усрамалли йĕркене пăснăшăн явап тыттарасси çинчен калакан закона алă пуснă. Кирлĕ закона Патшалăх Думи ноябрь вĕçĕнчех йышăннă пулнă.
Граждансене паракан штраф хисепĕн виçи виçĕ пин тенкĕрен пуçланать, должноçрисемшĕн – 15 пин тенкĕрен, юридици сăпачĕсемшĕн – 30 пин тенкĕрен.
Шкул территорийĕсем тата ача-пăча лапамĕсем çинче йытта уçăлтарса çÿрени йĕркене пăснипе танлашать. Хуçасем хăйсен чĕрчунĕсен каяшĕсене хăвармалла мар. Çакна муниципалитетсем тĕрĕслесе тăмалла. Вĕсене çак ĕçре граждансене пулăшма сĕнеççĕ – вĕсен фото тата видео ÿкерме май пур.
Йытă пĕр-пĕр çынна йывăр суран кÿрсен унăн хуçи уголовлă явап тытĕ. Ăна ирĕксĕр хăварма та пултарĕç.