-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 47 çулхи арçын Николаевка ялĕнче вăрттăн производство уçнă. Унта вăл сывлăхшăн хăрушă метил спиртне усă курнă. Арçын наркăмăш хутăшлă шĕвеке хĕлле сутма палăртнă, анчах та ăна тытса чарнă.
Полицейскисем 2500 литр хатĕр «незамерзайкăна» тата 12 пин туса хатĕрлемеллине туртса илнĕ. Ĕçченсенчен иккĕшĕ чикĕ леш енчи çывăх çĕршыв çыннисем пулнине, вĕсен миграци саккуне пăсса Раççей территоринче пурăннине тупса палăртнă.
Полици «саккунсăр миграци» тата «наркăмăшлă япаласен çаврăнăшĕ» статьясемпе уголовлă ĕç пуçарнă.