ПР ШĔМ пĕлтернĕ тăрăх, декабрь уйăхĕн 17-26-мĕшĕсенче 1000 литр ытла акцизлă мар алкоголь продукцине тата 13 пин пачка маркăламан табак продукцине туртса илнĕ.
Унсăр пуçне 10 административлă протокол çырнă. Вăтăр ултă çулхи арçыннăн гаражĕнче 800 литр контрафактлă алкоголь шĕвекне тупнă. Пĕтĕм продукцие экспертизăна янă. Арçын ĕçмеллине сутма усранине пĕлтернĕ. Ăна хирĕç лицензисĕр спирт шĕвекне сутнăшăн уголовлă ĕç пуçарĕç. Маларах та ăна çак преступленишĕн айăпланă пулнă.
Утмăл çулхи вырăнти предприниматель маркăламан табак продукцине сутнăшăн черетлĕ хут лексе ларнă. Ăна уйрăмах пысăк преступлени тунăшăн айăплĕç. Унăн суту-илÿ складĕнче 13 пин пачка контрофактлă табак продукцине тупнă.