Пакунлă çынсем çак ĕçе камсем тума пултарнине тупса палăртнă. Вĕсем Мелеузри 37 тата 41 çулхи арçынсем пулса тухнă.
Малтанхи кăтартусем тăрăх, закона пăсакансем малтан «хĕрÿ шĕвек» ĕçсе хăналаннă, ун хыççăн вĕсен машинăпа ярăнас кăмăл çуралнă. Урамра «Москвич» автомобиле курсан кинофильмри сюжетсене хăйсем çинче тĕрĕслесе пăхма шутланă - кантăка çĕмĕрсе электричество пралукĕсен вĕçĕсене пĕрлештерсе пăхнă. Анчах та пуçа пырса кĕнĕ шухăша пурнăçа кĕртме пултарайман, ун хыççăн преступлени вырăнĕнчен çухалнă.
Вăрăсем хăйсен айăпне йышăннă. Халĕ çак тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă тесе пĕлтернĕ ПР Шалти ĕçсен министертвин пресс-службинче.
Юрий СНЕГОПАД.