Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çын тата саккун
24 Кӑрлач 2025, 09:30

Нарколабораторинче 21 кг ытла наркотик тупнă

Пушкăртстан çыннисем йĕркеленĕ нарколабораторийĕнче 21 кг ытла наркотик упраннă. ПР Аслă суд усал шухăшлă арçынсен тĕлĕшĕпе «наркотик хутăшĕсене саккунсăр майпа туса кăларнă», «наркотик хутăшĕсене туса кăларма пулăшнăшăн», «саккуна пăсса  наркотик хутăшĕсене упранăшăн» статьясем тăрăх йышăну тунă.

Нарколабораторинче 21 кг ытла наркотик тупнăНарколабораторинче 21 кг ытла наркотик тупнă
Нарколабораторинче 21 кг ытла наркотик тупнă

ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулхи март уйăхĕнче арçын хăйĕн тăван мар ашшĕпе пĕрле наркотик туса кăларассине йĕркеленĕ. Çак тĕлĕшпе вăл Янаул районĕнчи Янбарис ялĕнче çурт туяннă, преступниксен ушкăнĕн ертÿçинчен ятарлă оборудовани, хÿтĕлев тата техника хатĕрĕсем, химиллĕ веществосем тата ыттине илнĕ. 2023 çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа июль уйӑхĕччен вĕсем çуртăн путвалĕнче нарколаборатори йĕркеленĕ, унта 24 çулхи арçын наркотик туса кăларнă, ăна упранă.

Преступниксен усал ĕçне право хуралĕн ĕçченĕсем пÿлнĕ. Саккунсăр çаврăнăшран 21 кг ытла наркотик, 68 кг ытла прекурсор, çавăн пекех реагентсемпе оборудованисем туртса илнĕ.

Суд усал шухăшлă çынсене 12 тата 16 çула ирĕксĕр хăварма йышăннă. Çывăх вăхăтра вĕсене çирĕп режимлă колоние ăсатĕç.  Çĕр лаптăкĕпе хуралтăсене патшалăх тупăшне конфискациленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас