Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çын тата саккун
27 Кӑрлач 2025, 07:31

Прокуратура нумай ачаллă аннене социаллă тÿлев илме пулăшнă

Пушкăртстанри Давлекан районĕнчи прокуратура вырăнти нумай ачаллă аннене ача-пăча пособине илме пулăшнă.

Прокуратура нумай ачаллă аннене социаллă тÿлев илме пулăшнăПрокуратура нумай ачаллă аннене социаллă тÿлев илме пулăшнă
Прокуратура нумай ачаллă аннене социаллă тÿлев илме пулăшнă

Хĕрарăм тăватă ача ÿстерет. 2024 çул пуçламăшĕнче нумай ача амăшĕ Пенси тата социаллă страхлав фончĕн уйрăмне ача çуралнипе тата воспитани парассипе çыхăннă социаллă пособи пирки пĕрре мар пынă.

Пушкăртстанри прокуратурăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, ведомствăсен хушшинчи хутшăнусем кирлĕ шайра пулманнипе чиновниксем хĕрарăма тÿлев пама килĕшмен. Прокуратура асăннă фонд уйрăмĕн ертÿçине йĕркене пăсни çинчен асăрхаттару (представлени) çырнă. Ун хыççăн хĕрарăма 200 пин тенкĕ уйăрса панă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас