+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хĕрĕх икĕ çулхи «Хонда» автомобиль хуçинчен эрех-сăра шăрши кĕнĕ. Тĕрĕслев иртнĕ хыççăн, сывлăшра 0,997 мг/л алкоголь пулни палăрнă. Çавăн пекех хĕрарăм нихăçан та водитель правине илменни çиеле тухнă. Автомобиле тепĕр хут ÿсĕр тытса пынишĕн хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарĕç.
Пурĕ канмалли кунсенче Пушкăртстанра çул-йĕр çинчи йĕркене пăснишĕн 3900 протокол çырнă. 173 водителе ÿсĕр пулнипе тытса чарнă, вĕсенчен 15-шĕ руль умне тепĕр хут сыпкăллă ларнишĕн лекнĕ.