Пур хыпар та
Çын тата саккун
6 Нарӑсӑн , 12:51

Пушкăртстан çыннинчен 25 килограмм насвай туртса илнĕ

Çтерлĕ хулинче наркополицейскисем насвай сутакан çынна тытса чарнă.  

Пушкăртстан çыннинчен 25 килограмм насвай туртса илнĕ
Пушкăртстан çыннинчен 25 килограмм насвай туртса илнĕ

Аллă сакăр çулхи хула çынни хăйĕн автомобилĕнче 17 килограмм сутма юраман япала усранă. Ăна вăл 460 пĕчĕк пакета пайласа вырнаçтарнă.  Арçын  наркотика курттăм илсе уйрăммăн сутас тенĕ. Çак ĕçпе административлă протокол çырнă. Анчах та темиçе кун иртсен сутуçăна татах тытса чарнă. Ку хутĕнче унăн автомобилĕнче 200 пĕчĕк пакета вырнаçтарнă 9 килограмм насвай тупнă.

Пушкăртстанри шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, арçын тĕлĕшпе насвай сутни çинчен тата регистраци докуменчĕсемсĕр автомобиль çÿретнишĕн протокол çырнă. Унăн машинине ятарлă стоянкăна вырнаçтарнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: