Пур хыпар та
Çын тата саккун
17 Нарӑсӑн , 14:53

1,5 млн тенкĕ укçа ултавлă майпа вăрланăшăн явап тытĕ

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан арçын мошенникла хăтланнăшăн тата саккуна пăсса компьютерти информаципе усă курнăшăн суд умне тăрĕ.

1,5 млн тенкĕ укçа ултавлă майпа вăрланăшăн явап тытĕ
1,5 млн тенкĕ укçа ултавлă майпа вăрланăшăн явап тытĕ

2022 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 2023 çулхи октябрь уйăхĕччен арçын сим-картăсем туяннă та телефон номерĕсемпе усă курса граждансен персоналлă даннăйĕсем патне çул уçнă.  Усал шухăшлă çын банксенче çынсен ячĕпе тĕрлĕ укçа кредичĕсем илнĕ.

Пушкăртстанри прокуратурăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, вăл миллион çурă ытла укçа вăрланă. Çак ĕçпе çыхăннă материалсене пăхса тухма суда янă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: