Халĕ вăл Белгород облаçĕнчи Алексеевский район судне срокчен ирĕке тухма ыйтса заявлени çырнă.
Документра актер сывлăхĕ хавшани, преступленишĕн ÿкĕнни, тум-тир çĕлессипе плана пурнăçлани, обществăлла ĕçе хастар хутшăнни – художество пултарулăхĕнче пулăшни, айăплисене культурăпа искусствăна явăçтарни çинчен çырнă.
Обществăра шăв-шав хускатнă çул-йĕр инкекĕ 2020 çулхи июнь уйăхĕнче Мускав хулинчи Смоленск площадĕнче пулса иртнĕ. Ун чух Михаил Ефремов пысăк хăвăртлăхпа автомобилĕпе хирĕç çул çине сиксе тухнă та «Лада» фургонпа çапăннă. «Лада» водителĕ – Сергей Захаров курьер сурансенчен больницăра вилсе кайнă.