Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çын тата саккун
5 Мартӑн 2025, 11:42

Автоинспекторсем правине туртса илнĕ водителе тытса чарнă

Нефтекамск хулинче Çул-йĕрпе патруль службин ĕçченĕсем  пĕр тимлĕ çын систернипе правине туртса илнĕ автомобилиста тытса чарнă.

Автоинспекторсем правине туртса илнĕ водителе тытса чарнăАвтоинспекторсем правине туртса илнĕ водителе тытса чарнă
Автоинспекторсем правине туртса илнĕ водителе тытса чарнă

Нефтекамск хулинче пурăнакан çын Шалти ĕçсен министерствин шанăç телефонĕ çине ÿсĕр пулнипе правасăр юлнă арçын тепĕр хут руль умне ларни çинчен пĕлтернĕ. Автоинспекторсем икĕ сехетрен çăк турттаракан «Газель» автомобилĕн 50 çулхи водительне Ленин тата Çĕнтерÿ урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта тытса чарнă.

Анчах та вăл водитель удостоверенине паман та пулнă иккен. Ун тĕлĕшпе темиçе административлă протокол çырнă та грузовикне штраф тăраткăчне ăсатнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас