Урал сасси
+10 °С
Облачно
Çын тата саккун
24 Марта 2025, 12:41

Актер срокчен ирĕке тухĕ

Белгород облаçĕнчи Алексеевский район сучĕ Михаил Ефемов актера срокчен ирĕке кăларассине ырланă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Актер срокчен ирĕке тухĕАктер срокчен ирĕке тухĕ
Актер срокчен ирĕке тухĕ

Суд даннăйĕсем тăрăх, уголовлă хĕсĕрлев (преследование) тĕллевĕ пурнăçланнă. Актер нихăçан та руль умне лармасса, алкоголе пурнăçран кăларма сăмах панă.

2020 çулта руль умне ÿсĕр ларнă Михаил Ефремова вилĕмпе вĕçленнĕ çул-йĕр инкекне пула суд умне тăратнă. Халăхра нумай шăв-шав çĕкленĕ авари Мускавра Смоленск площадĕнче пулса иртнĕ. Михаил Ефремов автомобилĕ пысăк хăвăртлăхпа хирĕçле çул çине тухса «Лада» фургонпа çапăннă. «Лада» водителĕ – Сергей Захаров сурансенчен больницăра вилсе кайнă.

Автор:Инга Алексеева