Урал сасси
+28 °С
Облачно
Çын тата саккун
1 Апреля 2025, 07:07

Çирĕм çулхи арçын наркотик сутма хатĕрленнĕ чух лексе ларнă

Çтерлĕ хулинче полицейскисем пысăк калăпăшпа наркотик сутса тупăш илме палăртнă çынна тытса чарнă.

Çирĕм çулхи арçын наркотик сутма хатĕрленнĕ чух лексе ларнăÇирĕм çулхи арçын наркотик сутма хатĕрленнĕ чух лексе ларнă
Çирĕм çулхи арçын наркотик сутма хатĕрленнĕ чух лексе ларнă

Маларах вăрланăшăн айăпланнă 20 çулхи арçын интернетра саккунсăр майпа укçа ĕçлесе илмелли мел тупнă. Полицейскисем арçынра виçĕ грама яхăн таякан виçĕ пакет гашиш тупнă. Оперативниксем  килĕнче 70 грамм гашиш, виçе, банк карттисем тата полимер пакечĕсене тупса туртса илнĕ.

Пушкăртстан ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, каччă тавара вăрттăн вырăнсене хурса сутасшăн пулнă. Çамрăк арçынна тытса чарнă, вăл хăйĕн айăпне йышăннă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас